Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сумлă мăшăр

«Çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнатăр. Уйрăлас шухăш пĕрре те пулман-и?» - ыйтатăп мăшăртан. «Вăхăт пулман пирĕн, - теççĕ Яковлевсем. - Харкашма, вăрçăнма вăхăт кирлĕ вĕт. Иксĕмĕр те ĕçленĕ: ир тухса кайнă та каç çаврăнса килнĕ». Пурнăç тĕллевне, çемье телейне Иван Яковлевичпа

Элĕк салине Яковлевсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче килсе тĕпленнĕ. Пĕр ялтах çуралса ÿснĕ вĕсем, туслашса çемье çавăрнă. «Упăшкана коопераци техникумĕ хыççăн Элĕк райпоне ĕçлеме ячĕç. Эпĕ те унран юлмарăм, салана пурăнма куçрăмăр, - аса илет çамрăклăхне Вера Яковлевна. - Малтан райпора вăй хутăм, кайран больницăна куçрăм. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухрăм».

Иван Яковлевич пенсие тухичченех пĕр вырăнта ĕçленĕ. Завсклад, товаровед, завторг... Нумай çул профком председателĕ те пулнă. «Нушаланнă çав, - тет Иван Яковлевич. - Канаша, Шупашкара, Етĕрнене... çÿреттĕмĕр. Çулĕ çук, начар. Кĕрхи-çурхи çанталăкра машинăсем путса ларатчĕç. Трактористсем çур литр парсан туртса кăларатчĕç. Пирĕн, райпосен, çутти çумрах пулнă та, ку енчен чăрмав çукчĕ. Ахаль çынсем сехетшер ларатчĕç...»

Кил хуçи арăмĕн те пурнăçĕ çăмăл пулман. Хăйсем çурт лартиччен вĕсем упăшкин ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăннă. «Складра кунĕпе сивĕре тăнă, унтан яла çуран утса çитнĕ, - каласа кăтартать Вера Яковлевна. - Апат çинĕ хыççăн ал ĕçĕ тума лараттăм кăна - çывăрса та каяттăм. Хунеçе лайăх çынччĕ, шеллетчĕ. Ванькка вĕсен усрав ывăлĕ пулнă. «Мархви, атя, çывăрар», - тесе çутта сÿнтеретчĕ, арăмне те выртма хистеччĕ. Пÿрчĕ пысăкчĕ, анчах хальхи пек пÿлĕмсем пулман. Пире, ывăннăскерсене, чăрмантарас темен ĕнтĕ ватăсем. Пĕр çаврăм çывăрнă хыççăн вăранса каяттăм та çĕвĕ машинин сасси хăлхана кĕретчĕ. Хунеçе кĕрĕк, тăлăп çĕлетчĕ».

...Яковлевсен çурчĕ, мунчи, ытти хуралти тăн-тăн, хуçалăхĕ çирĕп. «Пĕтĕмпех çак алăсемпе тунă, - тет кил хуçи. - 60-шар тенкĕ ĕç укçи илнĕ. Ăна пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса кил-çурт çавăрнă». «Пÿрт лартнă чухне мĕнле чăтнă-ши? - калаçăва хутшăнать Вера Яковлевна. - Ирпе тăрса платниксем валли апат пĕçеретĕп, виçĕ витрене кĕвенте çине çакса çурт патне килетĕп. Яшка-пăтă, чашăк-кашăк йăтнă. Унтан ĕçе тухса чупнă. Кăнтăр апатне каялла килнĕ. Чирлисем валли складран апат-çимĕç парса хăварнă та каçхи апат пĕçреме киле васканă. Тĕп тухтăр отпуск памарĕ вĕт. Çĕрĕпе кун каçа пухăннă таса мар савăт-сапана çăваттăм. Çывăрма кăна выртатăп, платниксем ĕçе пикенеççĕ. Манăн та тăма вăхăт çитнĕ... Мунча, веранда, пÿрт стенисене пĕтĕмпех хам штукатурка турăм. Иксĕмĕр ĕмĕрĕпех ĕçлетпĕр, 70 çула çитрĕмĕр ĕнтĕ...»

Апла пулин те мĕн пуррипе çырлахса лармасть мăшăр. Çĕрĕшнĕ çăла юсаса çĕнетме хатĕрленеççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Вера Яковлевăн алли ăста. Пÿрт умĕнчи пахчара мĕн тĕрлĕ чечек çук-ши? Салтак тÿми, кĕл чечек... Арпус, дыня, пылак пăрăç, кавăн, тăрăхла кавăн, помидор, нимĕç пăрçи тата ытти... Вера Яковлевнăн пирĕн тăрăхра ÿсмен çимĕçсем те ăнса пулаççĕ. Кÿршĕсем те тĕлĕнеççĕ: «Калчисем пĕрешкел, анчах унăн тухăçĕ вăйлăрах пулать», - теççĕ.

Икĕ ывăлне те ĕçе юратма вĕрентсе ÿстернĕ Яковлевсем. Урай та çăваççĕ, апат та пĕçереççĕ, пуртă-мăлатук та вĕсен аллинче выляса кăна тăрать. «Халĕ ырлăхра пурăнатпăр, - тет Вера Яковлевна. - Шывĕ пÿртех кĕрет, юхса тухать. Унччен вара япала чÿхеме çырмана çÿреттĕмĕр. Анчах нихăçан та пĕччен кайман, яланах çемьепе. Хĕлле вак та касмалла, кивмелле...». Пĕр ывăлĕ халĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать, вĕсен шанчăкĕ, тĕрекĕ. «Вăл пулмасан выльăх та усраяс çук», - теççĕ ватăсем. Тепри Шупашкарта тĕпленнĕ. Тĕрĕссипе, вăл та çемйипе тĕп килтех пурăннă. Темиçе çул каялла хулана куçма тивнĕ. Мăшăрĕн ашшĕн, Чернобыль аварине путарма хутшăннăскерĕн, сывлăхĕ хавшанă. Ăна пăхакан кирлĕрен тĕп хулана кайнă.

Арăмĕпе упăшкине мĕн харкаштарать? Яковлевсен шухăшĕпе - эрех-сăрапа иртĕхни çемье пурнăçне аркатать. Кил пуçĕ вăтăр çул ытла хаяр шĕвеке çăвара пĕр тумлам та хыпмасть. Малтанхи çулсенче вăл сыпкаланăран Вера Яковлевна сахал мар тарăхнă: «Ытларах шавлаканни эпĕччĕ ĕнтĕ. Мăшăрăм мана пиллĕк таран шутланă çĕре чарăнма хушатчĕ. Çак вăхăтра ăшра капланнине йăлт калама ĕлкĕреттĕм». Вăт мĕнле иккен! Кашкăрĕ те тутă, сурăхĕ те чĕрĕ.

Яковлевсем - ялти сумлă мăшăр. Вĕсем общество ĕçне те хастар хутшăнаççĕ.

 



"Хыпар"
24 августа 2011
00:00
Поделиться
;