Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă

Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсене комплекслă çĕклес тата тирпей-илем кÿрес енĕпе пилот проектне пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн районта сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ.

Акă Элĕк ял тăрăхĕнче 2-мĕш номерлĕ «Хĕвел» ача-пăча садĕнчи пÿлĕмсене юсаççĕ, унта хушма ушкăнри шăпăрлансем çÿреççĕ. Çавăн пекех Элĕкри культурăпа кану центрĕн çурчĕн тăррине тĕпрен юсамалла, районти тĕп больницăн реанимаци уйрăмĕнче те юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, Вутлан шкулĕнче тăрă çĕнетсе улăштараççĕ, çак ялти фельдшер-акушер пункчĕн çуртне юсаççĕ. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче те ĕçсем сахал мар: Мăн Ямаш шкулĕнче тăрă, Шĕмшеш салинче культура çуртне, Элеккенушкăнĕнче фельдшер-акушер пункчĕн çуртне юсаса çĕнĕ сăн кĕртмелле.

Хальхи вăхăтра асăннă объектсенче юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 августа 2011
00:00
Поделиться
;