Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра çĕнтернĕ

Культурăпа искусство ĕçченĕсен Чăваш Республикин Президенчĕн премийĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ инноваци проекчĕсен конкурсĕ вĕçленнĕ.

Республика конкурсне пирĕн район клуб, вулавăш тата музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллашттаракан ултă проект тăратнă.

Акă халĕ ырă хыпар çитрĕ. ЧР Культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин приказĕпе республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртнă. «Астăвăма хисеплесе, йăласене упраса» проект конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл Элĕк тăрăхĕнчи тĕрлĕ çулсечи офицерсем çинчен каласа парать. Проект ертÿçи – районти культурăпа кану центрĕн ертсе пыракан методисчĕ Алина Судман. Проекта пурнăçламашкăн 50000 тенкĕ уйăрса параççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 августа 2011
00:00
Поделиться
;