Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх августăн 26-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6846 гектар (81 процент) пухса кĕртнĕ. Пĕтĕмпе тырă 15527 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç – 23 центнер.

«Алмаз», «Правда», «Колос», «Витязь», «Колос» Агрофирма» обществăсем, Исаев, Н.Узянов, Ю.Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем мĕнпур лаптăк çинчи тыр-пула вырса пĕтернĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та хĕрÿ тапхăр вĕçленнĕ.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ир пулакан çĕр улмине кăларассипе ĕçлеççĕ. Çак ĕçе 55 гектар çинче пурнăçланă. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ 180 центнертан кая мар.

Кĕр акине 566 гектар çинче пурнăçланă. Акма çĕр 2458 гектар хатĕрленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 августа 2011
00:00
Поделиться
;