Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр çул тултарнă

Çурла уйăхĕн 26-мĕш кунĕнче пирĕн районшăн питех те савăнăçлă тата шутсăр кăсăклă пулăм пулса иртнĕ: Элĕк салинче пурăнакан Анна Павловна Быкова 100 çул тултарнă. Кинемее çакăн пек паллă кун ячĕпе саламлама Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Андреева, райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Николева, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева пынă.

Юбиляра саламланă май ЗАГС пайĕн ертÿçи М.Николаева çапла каланă: «Паян сирĕн паллă та савăнăçлă кун. Турă пулăштăр кашнинех 100 çула çитме. Эсир пирĕншĕн ĕçе юратнипе, нумай çул пурăннипе, чăтăмлăхпа тата хастарлăхпа ырă тĕслĕх пулса тăратăр».

М.Николаева 100 çулхи кинемее район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Читнаевăн саламлă çырăвне панă.

Анна Павловна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сотниково (Сĕнтĕкасси) ялĕнче çуралнă. 1933 çулта вăл Николай Быковпа пĕрлешнĕ. Иккĕшĕ вĕсем Шупашкар хулинче паллашнă, икĕ хĕр ачана пăхса çитĕнтернĕ. Николай Михайлович Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă, килне аманса таврăннă, апла пулин те Элĕкри «Сельхозтехника» пĕрлешÿре чылай çул токарьте тăрăшнă.

Анна Быкова вара районти почтăра телеграфисткăра ĕçленĕ. Вăл – ĕç ветеранĕ. Хальхи вăхăтра Анна Павловна кĕрÿшĕ патĕнче пурăнать, унăн 3 мăнук тата 3 кĕçĕн мăнук пур.

Мĕнре-ха нумай çул пурăннин вăрттăнлăхĕ;

– Мĕн вăрттăнлăхĕ пултăр унта, – тет Анна кинемей. – Никампа та ан хирĕç, ан ятлаç. Пурне те йăл кулса савăнăçпа телей парнеле. Кун пек чухне пурăнас та килет.

Юбиляра саламлама районти культура çуртĕнчи «Валинке» фольклор ансамблĕ те пырса çитнĕ. Юрă-ташă ăстисем пурне те хаваслă концертпа савăнтарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 сентября 2011
00:00
Поделиться
;