Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аталану çулĕпе

Çак кунсенче район делегацийĕ Муркашри чăх-чĕп фабрикинче пулчĕ.

Николай Ванеркин ертÿçĕ элĕксене тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ, фабрика ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа пама кăмăл турĕ. Кунти ĕçченсем умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Муркашри чăх-чĕп фабрикине 2000 çултанпа Н.Г.Ванеркин ертсе пырать. «Кашни яваплăха туйса ĕçленĕрен йывăрлăхсене парăнтарса пыратпăр», – терĕ Николай Григорьевич. Вăл ĕçшĕн çирĕп ыйтать, çавăнпа предприяти те аталану çулĕпе пырать.

Чăх-чĕп фабрикинче 17 производство цехĕ. Автомашина паркĕ пур. Унта техника 36 единица. Туса илнĕ продукцине хăйсен техникипе Раççейри тĕрлĕ хуласене кайса параççĕ. Цехсенче çулсерен ик-виç оборудовани çĕнетеççĕ. Ĕçсене автоматизациленĕ: апат парассине те, каяш кăларассине те. Пĕр цехра нимĕç оборудованийĕ, тепринче Украинăран кÿрсе килнĕскер.

Предприятире 160 çын вăй хурать. Юлашки çулсенче ĕç коллективĕ продукци кăларассине ÿстерсех пырать. Кашни кун 218 пин штук çăмарта илеççĕ. Муркашсен продукцийĕ пахалăхлă. Çавăнпа кăçал фабрика Пĕтĕм тĕнчери «Экологи енчен таса продукци» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Рабочисем валли ĕç условийĕсем çителĕклĕ: столовăй, душ, лавкка пур. Фельдшер пунктĕнче кашни кунах сывлăха тĕрĕслеттерме пулать. Шалупа вăхăтра тивĕçтереççĕ.

Николай Ванеркин ертÿçĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ ятсене тивĕçнĕ.

Элĕксем цехсенче те пулчĕç, çавна май çĕннине нумай пĕлчĕç. Хăнасене территоринчи тасалăх, çул хĕррипе чечексем ешерни хытах тĕлĕнтерчĕ. Ыйтусем çине те тулли хурав тупрĕç. Н.Ванеркин ăшă кăмăлпа ăсатса ячĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 сентября 2011
00:00
Поделиться
;