Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕле пурте хатĕр-и?

Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслемелли тапхăр пуçланчĕ. Ку тĕлĕшпе районта ĕç ушкăнне йĕркеленĕ. Çак ушкăнра – райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тата районти ветеринари службин специалисчĕсем. Ятарласа тĕрĕслев графикне туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн ушкăн специалисчĕсем витесемпе ытти çурт-йĕре тĕрĕслесе тухаççĕ. Ĕç кăтартăвĕсене ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче тĕплĕн тишкерĕç.

Хальхи вăхăтра фермăсен 10 витине хĕллехи тапхăр валли хатĕрлесе çитернĕ (71,4 процент), ку шутран 9-шĕ – ĕне витисем. Сыснасене тата сурăхсене хĕл каçарма мĕнпур объектсене янтăланă.

Кунпа пĕрлех районта çĕнĕ фермăсем те тăваççĕ. Акă, «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнче 200 пушмак пăру валли хăтлă вите, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра сăвакан 200 ĕне вырнаçмалăх çурт çĕкленет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 сентября 2011
00:00
Поделиться
;