Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Урока йыхравласа шăнкăрав янăрарĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ – пуриншĕн те чи савăнăçлă та асра юлмалли кун – Пĕлÿ кунĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа районти пур шкулсенче те хаваслă линейкăсемпе тĕлпулусем иртрĕç.Акă, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем çак кун культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапама пуçтарăнчĕç. Пурте капăр тумланнă, аллисенче – илемлĕ чечексем. Савăнăçлă линейкăра шкул ачисем класăн-класăн йĕркеленсе тăраççĕ, чи малти ретре – шкула пуçласа килекенсем.

Пухăннисене шкул директорĕ В.Волков çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, уроксем урăхла расписанипе иртесси çинчен пĕлтерчĕ.

Савăнăçлă линейкăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев сăмах илчĕ.

– Эсир – пирĕн пуласлăх. Вĕренÿре те, спортра та пур енĕпе те пысăк çитĕнÿсем тăвăр, тĕрлĕрен конкурссенче район чысне ан çухатăр, – терĕ Леонид Анатольевич.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн уявне хамăрпа кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи чăх-чĕп фабрикин директорĕ Николай Ванеркин килнĕ. Николай Григорьевич, Муркаш тăрăхĕнчи попечительсен канашĕн ертÿçи пулнă май, шкул ачисене, тăлăха юлнисене пулăшас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тунине пĕлтерчĕ.

– Элĕкпе Муркаш районĕсем малашне те килĕштерсе ĕçлеччĕр, – терĕ Николай Григорьевич.

Савăнăçлă линейкăра çавăн пекех Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ефремов салам сăмахĕ каларĕ. Кĕçех хаваслă кĕвĕ янăранă май пĕрремĕш класа пĕрремĕш хут килекен ачасем сцена çине хăпараççĕ те юрăсемпе сăвăсем шăрантараççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем вĕсене чечексемпе асăнмалăх парнесем парнелеççĕ.

Шăнкăрав янăраса каять. Пĕрремĕш класа çÿреме тытăннисем хыççăн пурте Пĕлÿ тĕнчине çул тытаççĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти 2245 ача парта хушшине ларчĕ, вĕсенчен 204-шĕшĕн шăнкăрав пĕрремĕш хут янăрарĕ. Районти 13 шкул алăксене уçрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 сентября 2011
00:00
Поделиться
;