Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Диплома тивĕçнĕ

Пермь хулинче пултаруллă çамрăксен ăс-хакăлне аталантармалли центр ĕçлет. Кунта иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тĕрлĕрен предметсене ăса хывнин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çамрăксен чемпионатне пирĕн районти 5-10-мĕш классенчи 75 вĕренекен хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăс-хакăлне акăлчан, географи тата филологи предмечĕсемпе кăтартнă. Юнтапа шкулĕ «Çамрăксен предмет чемпионатне» активлă хутшăннăшăн центрăн дипломне тивĕçнĕ. Акă, çак шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Арсентьева та пултаруллă çамрăксен ăс-хакăлне аталантармалли центрăн дипломне çĕнсе илнĕ. 14 вĕренекен (пурте Юнтапа шкулĕнчен) федераци тата муниципалитет шайĕнчи 1-3 степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 сентября 2011
00:00
Поделиться
;