Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăха вырăна тухса йышăннă

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн районти уйрăмĕ тивĕçлĕ канăва тухнисемпе, ытти тÿлевсене илекенсемпе, çавăн пекех пулас пенсионерсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçусем ирттерет, çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене ăнлантарса парать. Хальхинче Пенси фончĕн ĕçченĕсем Чăваш Сурăмĕнче пулнă, ку тăрăхри граждансене йышăннă. Ĕçлĕ ушкăна Пенси фончĕн районти уйрăмĕн çĕнĕ начальникĕ С.Воробьев ертсе пынă.

Тĕл пулура (унта Янăш, Анатри Хурасан, Шуркассси, Пĕчĕк Шĕвĕш ялĕсенче пурăнакан 27 çын хутшăннă) пенси илес, уйăхсерен укçа тÿлевĕсемпе тивĕçтерес, амăшĕн капиталĕпе усă курас, хушма страховани тата ытти ыйтусене сÿтсе явнă, Пенси фончĕн ĕçченĕсем кашни гражданинăн ыйтăвне тĕплĕн хуравланă. Акă Янăш ялĕнчи 88 çула çитнĕ Иульяна Потаповăна тăванĕсем пăхса пулăшаççĕ. Ăна çавăншăн компенсаци тÿлевĕсем мĕнлереххи, пенси укçине тепĕр хут хăçан ÿстересси кăсăклантарать. Анатри Хурасанти Лидия Степанова (вăл сакăр теçетке урлă каçнă) вара пенси укçине яланах вăхăтра тÿленĕшĕн, пенсионерсене тимлĕх уйăрнăшăн ăшшăн тав тунă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 сентября 2011
00:00
Поделиться
;