Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн ентеш - ăста тренер

Хамăр районти Яккушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Кузнецовăн ячĕ тахçантанпах тăван республикăра çеç мар, çĕр шывĕпе те, пĕтĕм тĕнчипе те янăрать. Çăмăл атлетсене спортра ÿсĕмсем тума вĕрентсе хăнăхтаракан тренер вăл.

Анчахрах кăна Китайра иртнĕ студентсен олимпиадинче пирĕн спортсменсем – Людмила Кузьминапа Екатерина Горбунова медальсем çĕнсе илнĕ. Пьедестал çине çĕкленме вĕсене шăпах Михаил Кузнецов канашсем парса пулăшнă, хăнăхтарусем тума вĕрентнĕ.

Çак кунсенче Михаил Павловичăн тепĕр вĕренекенĕ – Волгоград хулинчи Юлия Зарипова (Заруднева) тĕнче чемпионатĕнче 3 пинлĕ дистанцире «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Ку вăл çăмăл çухрăмсем пулман – пĕтĕмпех ятарласа чăрмавсемпе пÿлнĕскерсем.

Тэгу хулинчи çивĕч тупăшура Юлия Зариповăран Чăваш Енри Вера Соколова та инçех юлман – 20 çухрăмлă дистанцире хăвăрт утса вăл 11-мĕш вырăна тухнă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 сентября 2011
00:00
Поделиться
;