Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Итали техникипе усă курнă

Хресчен-фермер хуçалăхĕсем ытларах çĕр улми туса илессипе ĕçлесе пыраççĕ. Халĕ, авă, ăна сутса кăшт та пулин тупăш илме йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Çĕнĕ майсем, çĕнĕ технологисем шырамаллах çав.

С.Волков фермер ним чухлĕ те аптраса ÿкмен, 20 гектар çинче тĕрлĕрен пахча-çимĕç акса ÿстернĕ. Ĕçре Италире туса кăларнă техникăпа усă курнă. Каярах пулакан купăста 16 гектар лаптăкра çитĕнет, ăна çумăр çутаракан «Одра» агрегатсемпе шăвараççĕ. Çитĕнсе çитнĕ çимĕçсене кунсерен Шупашкарпа Çĕмĕрлери пасарсене ăсатаççĕ. Кĕçех С.Волков хуçалăхĕнче пахча çимĕç упрамалли çĕнĕ путвал хута каймалла. Вăл 1000 тоннăран ытла продукци упрама пултарать. Объект сентябрь вĕçĕнче хута каймалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2011
00:00
Поделиться
;