Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мухтавлă ентешĕмĕре асăнса хисеплерĕç

Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕрĕн, СССР летчик-космонавчĕн, авиаци генерал-майорĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Андриян Григорьевич Николаевăн çуралнă кунĕнче Элĕкри ача-пăча вулавăшĕнче «Чăваш Енĕн çунатлă ывăлĕ» библиографиллĕ калаçу-тишкерÿ иртрĕ, презентаци пулчĕ. С.Потапова библиотекарь вĕренекенсене чăваш халăхĕн паттăрĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, космоса çĕкленме мĕнле хатĕрленни тата тĕнче уçлăхĕнче икĕ хутчен пулни çинчен каласа пачĕ, космонавтăн тата унăн ĕçтешĕсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Ачасемшĕн çакă питех те кăсăклă пулчĕ: Андриян мĕн çамрăкранах космоса вĕçме хатĕрленнĕ, хăех парашют ăсталаса çÿлтен вĕçсе аннă, тăрăшса вĕреннĕ, нумай вуланă. Вăл вĕреннĕ чухнех Çĕр çинчен çăлтăрсемпе ытти планетăсем патне çитмелли майсене пĕлнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2011
00:00
Поделиться
;