Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшса ĕçлесен ăнăçу пулать

Кĕçнерни кун Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Элĕк районĕнче пулчĕ.

Чăваш Ен Президенчĕ Элĕкри «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçĕпе паллашрĕ. Хуçалăх республика шайĕнче те, районта та чи малтисен ретĕнче шутланса тăрать. Юлăш ферминче хĕрÿ ĕç пырать. Строительсем кашни кунпа туллин усă курса ĕçлеççĕ. Хуçалăхра выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрленĕ. «Новый путь» хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх паракан пулăшусемпе туллин усă кураççĕ. 180 пуç выльăх усрамалли пăрусен витине хăйсен укçи-тенкипе çĕнетме шутлаççĕ. «Палăртма кăмăллă, рынок экономикинчи тĕллевлĕ, тăрăшса ĕçлекен ертÿçĕсем пулăшу кĕтсе лармаççĕ, хăйсем тĕллĕн хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологисене ĕçе кĕртеççĕ», – терĕ Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.

Ĕçлĕ çул çÿрев Йăлкăш шкулне куçрĕ. Хăнасем шкула кайма вăхăт çитмен ачасемпе калаçрĕç. Садик ертÿçи Альбина Егорова ушкăна 20 ача çÿрени çинчен пĕлтерчĕ. Паян вĕсем республика ертÿçинчен парнесем илнĕ май, хăйсен кулленхи ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Шкула пурĕ 60 ача ултă ялтан çÿрет. Ачасем тивĕçлĕ пĕлÿ илччĕр тесе, кунта пĕтĕм услови туса çитернĕ. Пур класра та ятарлă урокра кирлĕ хатĕрсене вырнаçтарнă. Чăваш Ен Президенчĕ ачасен ал ĕç ăстисен урокĕнче пулса курчĕ. Вĕсемпе калаçнă май, йывăçран ăсталаса çитернĕ япаласене тытса пăхса килленчĕ. Паха ĕçсемшĕн ырласа хăварчĕ.

Çак кунах Чăваш Ен Президенчĕ Элĕк районĕн тĕп больницине çитрĕ. Кунта чир-чĕртен сипленмелли тата сыхланмалли майсем çителĕклĕ. Республика ертÿçи больницăна килнĕ çынсемпе курса калаçрĕ. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав пачĕ. Муркашри чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Николай Ванеркин больницăна спутникпа тытакан антеннăна парнелерĕ, çулталăк тин çеç тултарнă Валерий Самохвалова çуралнă кун ячĕпе хăнасем вылямалли теттесем тыттарчĕç. ЧР Президенчĕ Элĕкри пахча çимĕç комбинатне те çитрĕ, кунта туса кăларакан таварсемпе кăсăкланчĕ.Райпо председателĕ Юрий Харитонов предприяти ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем туса кăларакан таварсем çĕр шывăн тĕрлĕ кĕтесне ăсанаççĕ. Пахалăх енчен те таварсем тивĕçлĕ шайра тесе палăртрĕ ертÿçĕ.

Район администрацийĕн залĕнче районти активпа 7 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç, 2020 çулчченхи стратегире мĕн палăртни еплерех пурнăçланса пынине сÿтсе яврĕç. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Мăн Ямаш шкулĕн çамрăк директорне Олег Данилова çурт-йĕр туянма май паракан свидетельство парса чысларĕ. Канашлу вăхăтĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ыйтусене тишкерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ял хуçалăх продукцийĕн, производствăн, тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ ÿснĕ. Михаил Игнатьев паянхи кун уй-хир ĕçĕсем пĕтĕмпех вĕçленменнине палăртрĕ. Хĕллене хутса ăшăтмалли системăсем хатĕррипе те кăсăкланчĕ. «Районта демографи лару-тăрăвĕ питех савăнтарсах каймасть. Уйра усă курман çĕрсен лаптăкĕсем пурри те пăшăрхантарать», – терĕ республика ертÿçи. Çитменлĕхсене кĕске вăхăт хушшинчех пĕтерме хушрĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Владимир Мидуков районти социаллă сферăра çитĕнÿсем пуррине палăртрĕ. «Паян пирĕн пурин те пĕр тĕллев – халăха канăçсăрлантаракан ыйтусене вăхăтра татса парасси, уншăн ĕçлесси», – терĕ вăл канашлăва хутшăннă май.Ÿкерчĕкре: ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Элĕкри пахча-çимĕç комбинатĕнче

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2011
00:00
Поделиться
;