Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнелнĕ выльăх-чĕрлĕх «хулин» ÿсĕмĕ пысăк

Юлăш ферми вăл çĕнĕ мар. Нумай çул каяллах кунта ĕнесем усранă, ĕне выльăха самăртнă та. Сыснасем те «хисепре» пулнă-ха, вĕсене çăвăрлаттарассипе ĕçленĕ, ашлăх та ĕрчетнĕ. Лаша вити те пурччĕ, йышлăччĕ янаварĕсем. Хăй вăхăтĕнче чăххи-чĕппине, сурăхсене те тытнă юлăшсем. Айлăмри фермăра вара ĕçлеме пачах та çăмăл пулман. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче чĕркуççи таранах пылчăк çăрма тивнĕ.Аслă çул хĕрринчи ферма юлашки çулсенче тепренех çĕнелсе улшăннă. Вите хыççăн вите çĕнетеççĕ кунта. Ĕне тума уйăрнă тынасем, пăрусем, акă, хĕллехи вăхăтра хăтлă çурт-йĕрсенче «пурăнаççĕ». Çу кунĕсенче – лагерьте. Ĕнерхи фермăн ячĕ те улшăннă ĕнтĕ. Халĕ вăл сĕт-çу комплексĕ шутланать. Кунта строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă. Стройка кăçалхи çур кунĕсенче кăна пуçланнă-ха. Ĕçсем вĕçленсе те пыраççĕ. 200 ĕне вырнаçмалăх витене кăçалах ĕçе яма палăртнă. Кунта ĕçлекенсене валли пур условисем те пулĕç. Хальхи витере те тĕрлĕ автоматсемпе анлă усă кураççĕ. Доярка ĕне çиллине çуса аппарат кăна тăхăнтартать – унăн алли сĕте пачах пырса перĕнмест. Сĕт пăрăхсем тăрăх сивĕтмĕше (холодильника) çитет, унтан – машинăна. Пушаннă сивĕтмĕше автоматика кирлĕ таран им-çамласа илсе шалтан йăлт тасатать, шывпа чухет. Сĕт пăрăхĕсем те çавнашкал меслетпех тасалаççĕ.

Пăрусем «сĕтел çинче» вĕтетнĕ ешĕл курăка çиетчĕç. Бетонласа хытарнă çĕрте выльăх апачĕ нимĕнпе те çăрăлмасть, ăна кирлĕ çĕре çăмăллăнах кайса илсе килме пулать. Выльăхсем патне апата ятарлă агрегатпа Владислав Константинов çитерет. Ĕне-пăру таврашне апат çитермелли бетон валашка умĕнче тĕрлĕ чечексем ешереççĕ.Пĕчĕк пăрусемпе тынасем çирĕм куна çитиччен кашни уйрăм «пÿртре» пурăнаççĕ. Вĕсене иртнĕ хĕл пуçласа çĕнĕ витере усранă. Çамрăк выльăхсене, малта пыракан технологие пăхăнса, сивĕ çĕрте усранă. Шутласан, тĕлĕнмелле, пĕр выльăх та чирлемен, лайăх аталанса пынă, ÿт хăвăрт хушнă.

– Пăрусен айсарăмĕ типĕ пулмалла. Çавна май ăна улăштарсах тăтăм. Пĕчĕк пăрусене ĕне ыррипе усранă хыççăн турăх çиме хăнăхтаратăп. Вĕсепе, утăпа, витаминсемпе те тивĕçтернĕ, – пĕлтерчĕ Людмила Волкова доярка.

Ултă уйăха çитичченхи пăрусем 86 пуç. Вĕсене Алина Васильевăпа Светлана Константинова лайăх пăхаççĕ.

– Фермăра пĕтĕмпе 110 ĕне. Вĕсене виçĕ доярка – Людмила Волкова, Зинаида Багрова, Ольга Павлова пăхаççĕ. Малтанхи вăхăтра ĕне сăвакансем ытларахчĕ. Механизаципе автоматизаци вĕсен йышне чакарма май пачĕ. Çав вăхăтрах ĕç условийĕсем те палăрмаллах лайăхланчĕç, – савăнса калаçрĕ сĕт-çу комплексĕн ертÿçи Александр Орлов.

Пĕлтĕрхи çу кунĕсенче ĕнесене кунне виçĕ хутчен сунă. Çавна май сăвăм та хальхи тапхăртинчен пысăкрах пулнă, кашни ĕнерен талăкра 23 килограмм сĕт сунă. Хальхи кăтарту вара – 19 килограмм. Юлăшсем «Новый путь» хуçалăхри дояркăсен экономикăлла ăмăртăвĕнче шĕвĕшсем хыççăн иккĕмĕш вырăнта. Иртнĕ ултă уйăхри кăтарту – 3402 килоограмм. Кăçал фермипе кашни ĕнерен 7000 килограммран кая мар сĕт суса илме тĕллев лартнă. Фермăра контроллĕ сăвăм пыратчĕ. Ку мероприятие уйăхра икĕ хутчен ирттереççĕ.

– Кашни ĕнене уйрăм суса тишкерсе выльăхсен продуктивлăхне палăртатпăр. Çакă апат сапасĕпе кирлĕ пек усă курма, ăратлăх енĕпе лайăхрах ĕçлеме май парать, – терĕ Александр Алексеевич.

Выльăхсене сăвăма кăна витене кĕртеççĕ. Талăкĕпех уçă пĕлĕт айĕнчи ырлăх-пурлăхпа киленеççĕ тейĕн ĕнесем. Вĕсене уйра асăрхама çын кирлĕ мар – электрокĕтÿçĕ пăхать. Çав вăхăтрах, паллах, хуралçăсем асăрхаса тăраççех. Çапах комплексран яра куна çын татăлмасть. Иван Кузьмин зоотехник-селекционер, Владимир Егоров ветеринари врачĕ хăйсен тивĕçĕсене самантлăха та манмаççĕ. Ĕне пĕтĕ-и, анчах пăруланă-и – уя тÿрех кăларса яраймăн. Комплексри яра кунри йĕркелĕхшĕн вара Людмила Кузьмина яваплă. Вăл мотоблокпа çÿрет. Выльăхсене шыв памалла-и, апатпа тивĕçтермелле-и; Хастар хĕрарăм пĕтĕм ĕçе пĕлсе, тирпейлĕ пурнăçлать.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе валли хĕл кунĕсенче апат тулăх пултăр тесе тимлени те яр уççăнах курăнать. Пресланă утă чылай янтăланă. Сенаж икĕ траншея хывнă. Виççĕмĕш траншея кукурузăн ешĕл массипе тулмалла. Сĕт-çу комплексĕнче самантлăха та ĕç чарăнмасть. Ахальтен мар ÿсĕмĕ те иксĕлми юлăшсен.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 сентября 2011
00:00
Поделиться
;