Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕкре бизнес-инкубатор пулĕ

Пĕчĕк тата вăтам бизнес районти экономикăна аталантарма, тавар çаврăнăшне ÿстерме, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме майсем туса парать.2011 çулхи çур çулта пĕчĕк бизнесра 997 çын ĕçлени паллă. Кăçал Элĕкри бизнес-инкубатор комплексне тума республика бюджетĕнчен 27184,8 пин тенкĕ уйăрнă.

Çурта реконструкциленĕ хыççăн унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1344,89 тăваткал метрпа танлашĕ, 35 офис пÿлĕмĕ пулĕ, конференц-зал вырнаçĕ. Асăннă объекта 1994 çулта тума пуçланă, анчах та укçа-тенкĕ çитменрен ĕç чарăнса ларнă. Хальхи ертÿçĕсем строительство çине пысăк тимлĕх уйăрма шутланă. Çĕнĕ çурт пĕчĕк предпринимательство ĕçне аталантармалли центр пулĕ. Çавăн пекех Элĕк сăн-сăпатне те улăштарĕ. Тĕп ĕçсене 2011-2012 çулсенче туса ирттерме палăртнă. Проектпа смета ĕçĕсене пурнăçлама 38,3 миллион тенкĕ кайĕ.

Паянхи куна Элĕк район администрацийĕ бизнес-инкубатор çуртне туса пĕтерес тĕллевпе электронлă майпа уçă аукцион ирттерет, строительство ĕçĕсене пурнăçлама подряд организацине палăртать. Бизнес-инкубатора хута ярассин тĕп тĕллевĕ – пĕчĕк предпринимательствăна аталантарма майсем туса парасси, ку ĕçе çамрăксене явăçтарасси. Асăннă çуртра ĕçе мĕнле йĕркелемеллине те вĕрентĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 сентября 2011
00:00
Поделиться
;