Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит укçи пурне те пулăшать

Агропромышленность аталанăвĕн наци проекчĕпе килĕшÿллĕн район çыннисем харпăр хăй хуçалăхне тытса тăма ытларах та ытларах кредит укçи илме тытăнчĕç. Çак уйăхăн пуçламăшĕ тĕлне 463 клиента 69 милион та 309 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитпа тивĕçтернĕ.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе пирĕн районта пурĕ 338 миллион та 657 пин тенкĕлĕх укçапа усă курнă.

Кăçал Раççей Перекет банкĕнчен 41 миллион та 889 пин тенкĕ чухлĕ 296 кредит илнĕ, «Россельхозбанк» уйрăмĕнчен – 164 кредит (27 миллион та 149 пин тенкĕ).

Яланхи пекех патшалăх паракан кивçен укçапа ытларах Элĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем усă кураççĕ, вĕсем 14 миллион та 425 пин тенкĕ илнĕ (пурĕ 90 кредит). Тавăт ял тăрăхĕ 62 кредитпа 12 миллион та 507 пин тенкĕ тивĕçтернĕ, Шĕмшеш ял тăрăхĕ 48 кредитпа 6 миллион та 327 пин тенкĕ уйăрса панă. Çак укçапа витесене юсаса çĕнетме, пĕчĕк виçеллĕ техника тата ăратлă выльăхсем туянма усă кураççĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 сентября 2011
00:00
Поделиться
;