Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аваллăх вырăнĕсемпе паллашма май пур

Районти литературăпа краеведени музейĕнче «Çулçÿрев географийĕ» сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. Ăна Зиновья Васильевна Душкова историк, çулçÿревçĕ тата философипе этика содержаниллĕ 50 кĕнеке авторĕ ячĕпе йĕркеленĕ.

Çак мероприятие Элĕк шкулĕнчи 4 «б» класа тата вĕсен класс ертÿçине Галина Григорьевна Арсентьевăна чĕннĕ. Чи малтанах музей директорĕ О. Алексеева сăмах илчĕ. Ун хыççăн паллă чăваш композиторĕн Анисим Асламасăн хĕрĕ – Татьяна Асламас калаçрĕ. Вăл куравра Зиновья Душкова тата унăн кĕнекисем пирки питĕ тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Япунпа Франци, Египетпа Китай, Тибетпе Монголи... Çаксем расна тата пĕр-пĕринчен инçе вырнаçнă çĕршывсем пек туйăнаççĕ. Анчах та куравра пулнă хыççăн вĕсем хушшинче пĕр пеклĕх пуррине сисетĕн. Чĕлхе – акă мĕн пире пĕрлештерсе тăрать. Юрату, илемлĕх тата ăслăлăх чĕлхи вăл – çыннăн тапса тăракан чĕрен чĕлхи. Аслă Христос, Будда, Кришна тата Магомет çынсемпе çак чĕлхепе хутшăннă.

Татьяна Асламаспа пĕрле Пĕтĕм регионсен «София» обществăлла организацинчен Валентина Русова (З. Душковăн кĕнекисене чăвашла куçараканĕ) тата Юлия Александрова килнĕ.

Сăн ÿкерчĕксен куравĕсĕр пуçне хăнасем пĕрле ытти жанрлă кĕнекесене те илсе килнĕ. Юмахсен тата легендăлла фильмсен дискĕсем те чылай. Вĕсене туянма та пулать.

Курав питĕ интереслĕ. Авалхи Инди, Непал, Тибет, Китай вырăнĕсене курма ачасене 5 тенкĕпе, аслисене 10 тенкĕпе кĕртеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 сентября 2011
00:00
Поделиться
;