Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиркÿри кашни йывăç вун икĕ апостола пĕлтерет

Ураскилт салинчи чиркÿ тасаран та таса Турă амăшĕ ячĕпе хисепленсе тăрать. Чиркÿ çурчĕпе хурал пÿрчĕ тата часовня культура еткерлĕхĕ шутланаççĕ. ЧАССР Министрсен Канашĕн 1974 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ку çуртсене историпе культура палăкĕсен пĕлтерĕшĕпе патшалăх управне илнĕ.Халăхра каланă тăрăх, Ураскилт чиркĕвĕн прихучĕ 1700 çулта йĕркеленнĕ. 1778 çулта салара йывăçран иккĕмĕш чиркÿ çуртне туса лартнă, никĕсĕ – кирпĕчрен. Унăн чертежĕсем СССР Наукăсен академийĕн археологи институчĕн Ленинградри уйрăмĕн архивĕнче упранаççĕ. Виççĕмĕш чиркĕве 1895 çулта тума тытăнаççĕ, ăна 1902 çулта уçаççĕ.

2008 çулхи çуркунне чиркÿ территорине тасатса тирпейлеме тата симĕслетме пуçăнаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама ятарлă проект хатĕрлеççĕ. Территори ултă кĕтеслĕх пек курăнать, вăл 1.08 гектар йышăнать. Умри енче чечексем ешереççĕ, пысăках мар ача-пăча лапамĕ пур, унта сиктĕрмĕчпе ярăнмалли тÿпем вырнаçтарнă. Çурçĕр енче вĕренепе чие йывăççисем лартнă. Чиркÿ çурчĕпе çак йывăçсем хушшинче улма-çырла пахчи пур, 10-13 çулсенчи улмуççисем сарăлса лараççĕ. Çакăнтах пĕр çул ÿсекен чечексем илемлĕн курăнаççĕ. Вĕсем çулсеренех улшăнса тăраççĕ. Тĕп вырăнта – чулран ăсталанă «Палестина» ятлă пушхир, унта Иисус утса тухнă çула сăнарланă. Çакăнта ачасен вырсарни шкулĕ ĕçлет. Кунтах – чулран сарнă сукмак. Тепĕр картлашка çинче – Христоса тĕне кĕртни. Çавăн чухне Таса чун тÿперен кăвакарчăн пек пулса анать. Çул Турă ывăлĕ çуралнă хÿшĕрен пуçланать. Унăн çинче Вифлеем çăлтăрĕ ялкăшать, унта кĕнĕ çĕрте – шурă лилисем, вĕсем тасалăхпа пăсăлманлăха сăнлаççĕ. Кунтах кайăксем валли сырăш вырнаçтарнă. Малалла сукмак «Вилĕ тинĕс çыранĕ» еннелле выртать. Тинĕс хĕрринче кимĕ пур. Çил-тăвăл тухсан е хумсем çĕкленсен Иисусăн вĕренекенĕсем çав кимĕпе çыранăн тепĕр енне каçнă. Апостолсем Христосран çăлăнăç ыйтнă та Турă ывăлĕ çил-тăвăла чарса лартнă.

Çак тĕлĕнтермĕшсен утса иртсе, чиркĕве килекенсем Генисарет кÿлли патне çитеççĕ. Кĕçех куç умне типсе ларнă йывăç тухса тăрать, ăна çимĕç паманшăн Иисус ылханнă иккен. Улма-çырла йывăççисем Христос пуççапнă Гефеиман садне сăнлаççĕ. Акă, çул «12 апостол» лапамне илсе çитерет. Кунта Иисус Христосăн çĕр çинчи çулĕ вĕçленет, çак тĕлте ăна пăталанă. Лапам варрине хĕрес лартнă, çакăнтах ăна пăталанине сăнарланă. Кашни йывăç 12 апостола пĕлтерет. Вĕсен çывăхĕнче – Христос юратнă чечексен клумби.

Кану хутлăхĕнче – беседка, ун йĕри-тавра – чечексен газонĕ. Кашни çулах хĕллехи вăхăтра шăнса пĕтнĕ чечексем вырăнне çĕнĕ ÿсен-тăрансем лартаççĕ. Чечексемпе ÿсен-тăрансен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 160 тăваткал метр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 сентября 2011
00:00
Поделиться