Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕкри «Буденный»

Сăнĕпе паттăр маршал пек пулнăран ăна пурте «Буденный» тесе чĕнеççĕ. Тĕрĕссипе, çулĕпе çамрăках мар пулин те ырă ĕçĕсемпе, маттурлăхĕпе тата хастарлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет Элĕк салинче пурăнакан вăрçă ветеранĕ Георгий Сергеев. Çак кунсенче вăл 85 çул тултарнă.

Сумлă юбилей ячĕпе саламлама тус-юлташĕпе, пĕлĕшĕ-хурăнташĕпе пĕрле Элĕк ял тăрăхĕнче вăй хуракансем те пынă. Сывă пурнăç йĕркине тĕп вырăна хуракан ветеран кашни ирех зарядка тăвать, гантель йăтать, çуран утать. Тен, çавăнпах-и сăнĕпе самаях çамрăк, вăй-хăват енчен çирĕп курăнать. Георгий Сергеевич пĕччен пурăнать пулин те икĕ  пÿлĕмлĕ хваттерне хăех тирпейлесе тăрать, çи-пуçне те хăех  тирпейлесе тăрать, çи-пуçне те хăех çăвать. Хăтлă çĕнĕ çуртра подъездсене черетпе, ятарлă графикпа килĕшÿллĕн çăваççĕ, Г. Сергеев та ыттисенчен юлмасть.

Ветеран патне ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе кайрăмăр. Çынсене кăмăллăн йышăнаканскер тÿрех чей хатĕрлеме тытăнчĕ. Калаçу çăмхине сÿтнĕ май иртнине аса илтĕмĕр.

 

Парта хушшинчен - вăрçă хирне

Вăрçă чарăннăранпа вăхăт чылай иртрĕ пулин те ун суранĕсене паян та ÿт илмест-ха. Элĕк районĕнчи Асаматра пурăнакан Сергеевсен  çемйинчен те фронта 4 ывăл тухса кайнă. Сергей Ефимовпа Мавра Николаевна 6 ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ Василий Ленинградри çар-медицина акдемийĕнче  5-мĕш курсра вĕреннĕ. Фронтра аслă хирург пулнă, операции сĕтелĕ умĕнчен талăкĕ-талăкĕпе кайман, «леш тĕнчерен» тавăрнă, Берлина çитнĕ, медицина службин званине тивĕçнĕ.

Иккĕмĕш ывăлĕ Алексей Хусанти медицина институчĕн 3-мĕш курс студенчĕ пулнă. Мускава фашистсенчен хÿтĕленĕ чух мина çинее лексе сирпĕнсе кайнă.

Поликарп – виççĕмĕш ывăлĕ. Вăрçăччен вăл МТСра ятарлă курс пĕтерсе механизатор пулса тăнă. Тăван колхозра трактористра, комбайнерта,водительте ĕçленĕ. Ăна юлташĕсенчен чылай малтан вăрçă хирне ăсатнă. Чкалов ячĕллĕ вĕçев училищине пĕтернĕ хыççăн çар самолечĕпе вĕçтернĕ, анчах сывлăшра аманнă. Пиччĕшĕ Алексей вăрçăра вилнине пĕлсен тавăру туйăмĕпе хĕмленнĕ. Урăх вĕçме пултарайманнине шута илсе фронта хăй ирĕкĕпе кайса танкист пулма шухăш тытать, механик-водителе вĕренет, Курск пĕккинчи, Прага хулишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать. Вăл икĕ хутчен контузи илнĕ, виçĕ хут аманнă  тата пиçсе кайнă. Вăрçăран 1945 çулхи çурла уйăхĕнче таврăнать. Пиçсе кайнă вырăнсене пытарас тесе кĕреçе сухалпа çÿренĕрен Фидель Кастро пек курăннă. Ялта ăна «Кастро» тесе чĕннĕ.

17 çулхи çамрăк шкул саккинченех вăрçа кайнă. Чĕмпĕрте водительсен курсне пĕтернĕ хыççăн Украинăри Коваль станцине лекет. Ăна американ-союзниксем парнеленĕ «Студебеккер» автомашина параççĕ. Георгий Сергеевичăн фронтра малти  позицие снарядсем турттармалла пулнă. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе таса чунпа пурнăçланă вăл, вилĕмрен хăрамасăр снарядсем турттарнă. Хăватлă автомашина пылчăкра та, темле çул тăрăх та çÿренĕ. Паттăр салтак Берлина  çитнĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче вăл Бранденбург хапхи çине хăйĕн хушаматне çырса хăварнă.

 

Салтак паян та стройра

Вăрçăран таврăнсан Георгий Сергеевич 10-мĕш класран лайăх  паллăсемпе вĕренсе тухать. Аслă пĕлÿллĕ специалист пулас ĕмĕтне пурнăçласа  Мускаври Молотов ячĕллĕ çул-йĕр институтне вĕренме кĕрет. Укçа-тенкĕ енчен аслă пиччĕшĕ Василий, çар госпиталĕнче хирурги уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хураканскер, пулăшса пынă. Георгий Сергеевич студент çулĕсенче спортпа туслашать.

Аслă пĕлÿллĕ фронтовик 1312-мĕш автоколоннăра аслă автомеханикре ĕçлеме тытăнать. Каярах пуçаруллăскере çамрăк специалистсене хатĕрлеме «Чувашавтотранс» предприятийĕн вĕрентÿ комбинатне яраççĕ. Çак ĕçре 25 çул вăй хурать, «Хисеп Палли» ордена тивĕçет.

Тăван енех туртăнать Г. Сергеев.  Мăшăрĕ  çĕре кĕрсен Элĕк салине пурăнма куçать. Анчах килте лăпкă ларма пултараймасть, общество ĕçне хутшăнать. «Хусканусăр  - пĕр кун та» йĕркепе пурăнать, çуран утать, йĕлтĕрпе ярăнать. Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕнче юрлать, илĕртÿллĕ ташлама та ăста.

Вăрçă çулĕсем çинчен Георгий Сергеевич çамрăксене час-часах каласа парать, Тăван çĕр-шыва юратма, пурнăçа хаклама, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тата яланах хастар пулма вĕрентет. Хăй вара районта иртекен спорт  ăмăртăвĕсене  хутшăнса час-часах малти вырăнсене йышăнать.

 

 

 



"Хыпар"
17 сентября 2011
00:00
Поделиться
;