Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутатсем пĕлтерĕшлĕ йышăнусем турĕç

Депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ улттăмĕш ларăвĕ Шĕмшеш ял библиотекинче иртрĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Элĕк районĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен финанс пайĕн начальникĕ В.Ефремова доклад туса пачĕ.

2011 çулхи çур çулта тупăш 14993,8 пин тенкĕ (47,4 процент) пулнă. Кăçал, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, налук тупăшĕ 1284,1 пин тенкĕ ытларах. Бюджетăн тăкак пайне 45,3 процент пурнăçланă.

Депутатсем районăн кăçалхи бюджетне пысăклатма йышăнчĕç. Вĕсемшĕн ку ларура нумай ыйту сиксе тухрĕ. Элĕкри строительство материалĕсен завочĕ мĕншĕн ĕçлеменни пирки кăсăкланчĕç. «Халĕ унта çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ», пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Куликов. Район больницинче «Васкавлă пулăшу» бригади пĕрре çеç пулни чирлисемшĕн пысăк чăрмав кăларса тăратнине каларĕ В.Журавлев депутат. Вăл больницăра тепĕр бригада йĕркелеме сĕнчĕ. Ку ыйтăва çулталăк вĕçĕнче тепĕр хут пăхса тухма килĕшрĕç «халăх тарçисем». «Уйрăм предпринимательсем патĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи мĕншĕн чакать; Элĕкре таксистсен хăйсен вырăнĕ пулмалла, «Центральный» лавккана хупласа хумалла мар», – хăйĕн пăшăрханăвне пĕлтерчĕ Ю.Харитонов депутат. Шел пулин те, тулли хурав кĕтсе илеймерĕ вăл. Н.Сергеев депутата вара ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăру кăсăклантарчĕ. Вăл каланă тăрăх, пĕр çĕрте çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ, тепĕр вырăнта уйсем пуш-пушах выртаççĕ.

Район ертÿçисене кашни ял тăрăхне пĕр пек пулăшу пама сĕнчĕ Ю.Васильев депутат.

Сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденине пурлăх комплексĕ шучĕпе Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне парас ыйтăва пăхса тухрĕç. Районта «Вĕрентÿ» наци проекчĕ мĕнле пурнăçлани пирки итлерĕç. Депутатсем çавăн пекех кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç. Сÿтсе явнă ыйтусем тăрăх пĕлтерĕшлĕ йышăнусем турĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 сентября 2011
00:00
Поделиться
;