Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçчен алăра ĕç вĕрет

Вырма – кĕрхи чи яваплă тапхăр. Çакна аван ăнланать Анатолий Петрович Семенов ертÿçĕ. Шĕмшеш хуçалăхĕнче ĕç-хĕле пĕрремĕш çул кăна йĕркелесе пырать пулин те, малалла çирĕп утăмсемпе утать. Кунсерен йĕтем çинче, уй-хирте те пулать. Эпир Анатолий Семенова кантурта тĕл пултăмăр. Техника юсавлă-и, рабочисем вырăнта-и, çанталăкĕ улшăнмасть-и, пур ыйту та канăç памасть ертÿçĕне.Çавăн пекех çамрăк агрономпа та калаçма май тупрăмăр. Вăл та ĕç вырăнĕнчехчĕ.

– Çумăр çунăран уй-хирти тыр-пула пухса кĕртесси вăраха тăсăлчĕ кăçал, – каласа парать А.Семенов.

– Вăхăтра тăрăшсан, кунсерен тар кăларсан, ĕçлени те сая каймĕ, – хутшăнчĕ калаçăва Владислав Тарасов агроном.

– Кăçал утă-улăм та, тыр-пул та ăнса пулчĕ, – терĕ Анатолий Петрович.

Вăл каланă тăрăх, 164 тонна тырă складсене вырнаçтарнă. Кĕр тыррисем пысăкрах тухăç панине шута илсе акма çĕре пĕлтĕрхинчен те ытларах хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене 138 гектар çинче акса хăварма пăхнă. Вăрлăх çителĕклĕ. Утă 295 тонна хатĕрлеме пултарнă.

Чи пултаруллă ĕçлекенсенчен пĕри – Анатолий Политров. Вăл курăка çулнă, пресланă. Ир пуçласа каçчен уй-хирте тăрăшать.

Кăçал хуçалăх çĕнĕ МТЗ-82 трактор туяннă. Ытти агрегатсене те илме вăй çитернĕ. Икĕ косилка, кĕрепле, дисклă агрегат хутшăннă паркра.

«Алăра шанчăклă техника пулсан вăй-хал та хушăнать, апла пулсан ĕç те ăнăçать», – терĕç


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 сентября 2011
00:00
Поделиться
;