Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куçа-куçăн калаçрĕç

Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев Тавăтпа Ураскилт ял тăрăхĕсенче пулчĕç.Вĕсем чи малтанах Тавăтри виççĕмĕш номерлĕ ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Унтан Тавăт шкулĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков кăçал учительсен шалăвне вăтăр процент ÿстерме йышăннине пĕлтерчĕ, Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинче чарăнса тăчĕ. Республикăра вырма ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ, муниципаллă пĕрлешÿсенче ял хуçалăх ярмăркки йĕркелессипе тимлĕ ĕçлемеллине палăртрĕ. РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавне хатĕрленес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Çав кунах информаци ушкăнĕ халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 сентября 2011
00:00
Поделиться
;