Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районăн çитĕнĕвне кăтартрĕç

Юлашки вăхăтра районта чылай ырă улшăнусем пулчĕç. «Новый путь» хуçалăх çитĕнĕвĕсем уйрăмах савăнтараççĕ. Кунта выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине çулсерен ÿстерсе пыраççĕ, хăйсен укçи-тенкипех çĕнĕ витесем тăваççĕ, киввисене юсаççĕ. Улма-çырла комбиначĕ те тухăçлă ĕçлет. Вăл туса кăларакан паха продукцие хамăр республикăра кăна мар, Мускавра та, Çурçĕр регионĕсенче те хаваспах туянаççĕ.

Çитес çул район центрĕнче бизнес-инкубатор çуртне хута ямалла. Ку пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пур енлĕн аталантарма анлă майсем туса парĕ, экономикăна çĕнĕ шая çĕклеме пулăшĕ.

Çак пулăмсене сăнлакан сюжетсене иртнĕ эрне кун «Федерацин Атăлçи округĕн хыпарĕсем» телепередачăра кăтартрĕç, тĕрлĕ республикăсемпе облаçсенче пурăнакансене элĕксен опычĕпе паллаштарчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 сентября 2011
00:00
Поделиться
;