Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕп вулавăшри усăллă семинар

 

Районти тĕп вулавăшра библиотека ĕçченĕсен семинарĕ иртнĕ. Унта çитĕнекен ăрăва вулавăшсенче кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани памалли ыйтусене хускатнă. Семинарта тĕп вулавăшăн библиографĕ Т.Мясникова «Библиотека тата чиркÿ: пĕрле ĕçлемелли майсем» проекта пурнăçласси мĕнле пынипе паллаштарнă. Вăл çавăн пекех «Кĕнеке вулани кăмăла çĕклет» курава тишкерсе тухнă. Вулавăша православи тĕнĕ çинчен калакан кĕнекесене Элĕк салинчи чиркÿ парнеленĕ.

Методикăпа библиографи пайĕн ертÿçи А.Егорова «Тÿлевлĕ пулăшусене шутламалли меслетсем» темăпа практика занятийĕ ирттернĕ. Тĕп вулавăш пулăшу хакĕсене калькуляципе килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать.

Вулавăш директорĕ Р.Гордеева ЧР Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ инноваци проекчĕсен конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурс çĕнтерÿçисем Т.Мясниковапа («Бибилиотека тата чиркÿ: пĕрле ĕçлемелли майсем» проект), З.Удякова («Вулакан ял – телейлĕ ял» проект) парнесемпе хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Пуçаруллă пулнăшăн 10 вулавăша дипломсемпе чысланă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2011
00:00
Поделиться
;