Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Хĕвелте» ачасем йышланнă

Шкул çулĕчченхи учрежденисенче ĕçлекенсен кунĕнче Элĕк салинчи 2-мĕш номерлĕ «Хĕвел» садикре савăнăçлă лару-тăрура тата тепĕр 20 вырăн уçнă. Пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев сăмах каланă, ача-пăча садикĕнче ĕçлекенсене çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнăçу суннă. Ачасене хитре теттесем парнеленĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев ачасене садиксенче вырăнсемпе тивĕçтересси администрацин чи пĕрремĕш тĕллевĕ пулса тăнине палăртнă.

Ача-пăча сачĕн заведующийĕ, педагогсем, ашшĕ-амăшĕсем район ертÿçине тав сăмахĕсем каланă.

Çĕнĕ ушкăна йĕркеличчен «Хĕвелте» юсав ĕçĕсене пурнăçланă, çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр туяннă. Юсав ĕçĕсем валли вырăнти бюджетран 750 пин тенкĕ, хатĕр-хĕтĕр туянма 150 пин тенкĕ уйăрса панă.

Халĕ садикре вĕренме те, ачасене воспитани пама та майсем çителĕклĕ. Уявра «Хĕвеле» çÿрекен ачасем савăнăçлă концерт кăтартнă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 октября 2011
00:00
Поделиться
;