Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Иртнине упрани - пуласлăхшăн тăрăшни

Архив ĕçченĕсем халăха ĕлĕкхи тата хальхи документсемпе тивĕçтереççĕ, кунпа пĕрлех социаллă пурнăçпа экономикăри улшăнусем çинчен каласа паракан историллĕ хутсене упраса хăварассипе те тăрăшаççĕ.

«Элĕк муниципалитет архивĕ» культура учрежденийĕнче паянхи кун 191 фондра 25320 ĕç упранать. Кăçал тепĕр хыпарлав хушăннă. Ку вăл – Раççей Федерацийĕн Финанс министерство казначействин пирĕн районти уйрăмĕн 1995-2010 çулсенчи докуменчĕсем. Пурĕ вĕсем 258 единица шутланаççĕ.

Архива управ докуменчĕсем килсех тăраççĕ. Çакă предприятисем панкрута тухнипе те, вĕсене пĕтернипе те тата урăхла йĕркеленипе те çыхăннă. Юлашки 40 çулхи тапхăртипе танлаштарсан, иртнĕ 5 çулта кăна архив фончĕ 50 процент пысăкланнă, хупăннă 29 организацин докуменчĕсене управа илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 октября 2011
00:00
Поделиться
;