Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшсан ÿсĕм пулатех

Ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăхăн пурлăх-техника никĕсĕ те çирĕп, ăна çĕнетсе-пуянлатса пыраççĕ. Элĕк районĕнчи потребительсен обществи ку тĕлĕшпе - тĕслĕх. Унăн ертÿçисем кашни объекта хальхи самана ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн хăтлăх кĕртмелли ятарлă программа хатĕрленĕ. Ăна тĕллевлĕн пурнăçлаççĕ. Райпо хуçалăхĕнче юсав-строительство ĕçĕсем самантлăха та чарăнмаççĕ. Кăçал кăна-ха район центрĕнче «Салам» чаплă кафепе тавара ирĕклĕ суйламалли лавкка, Тимĕрçкассинче çĕнĕ лавкка, пахча çимĕç комбинатĕнче тĕпрен юсаса улăштарнă консерв цехĕ хута кайрĕç. Çак кунсенче вара Вырăс Сурăмри лавккана савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Ялта - пысăк уяв

Палăртнă вăхăта Вырăс Сурăм лавкки умне халăх йышлă пухăннă. Вырăнти çынсем кăна мар, юнашар ялсенчен те килнĕ. Хăйсем палăртнă тăрăх - çак куна вĕсем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Куç умĕнчех капмарланса пыракан çурта мĕнле-ха кĕрсе курас килмĕ. Лавкки, чăн та, пăхмалăх пур: аякранах курăнать, урама илем кÿрет. Умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечек ешерет. Алăк патне çитиех асфальт çул. Çурта çут çанталăк газĕ, шыв кĕртнĕ, паха оборудовани, пăсăлакан апат-çимĕçе упрамалли ятарлă сивĕтмĕшсем вырнаçтарнă. Сутуçăсене ĕçлеме лайăх условисем туса панă. Халăха уйрăмах меллĕ пултăр тесе суту-илĕве çĕнĕлле йĕркеленĕ: кирлĕ тавара кашниех ирĕклĕ суйласа илме пултарать.

Савăнăçлă уява Элĕк райпо Канашĕн председателĕ,ЧР йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, район Пухăвĕн депутачĕ Юрий Харитонов уçрĕ. Вăл пухăннисене саламланă хыççăн Чăвашпотребсоюз Канашĕн председательне Валерий Павлова сăмах пачĕ.

- Сирĕн районта кăçал эпĕ пĕремĕш хут мар, çĕнĕрен те çĕнĕ объектсене уçма хутшăнатăп, - терĕ Валерий Михайлович. - Палăртма кăмăллă: Элĕк райповĕ республикăра кăна мар, Раççейри потребительсен кооперацийĕн организацийĕсен хушшинче те чи лайăххисенчен пĕри, хăйĕн кăтартăвĕсемпе çулсерен малти вырăнсене йышăнать. Сăмах май, кăçал Раççей потребкооперацийĕ 180 çул тултарать. Çавăн чухлĕ çул вăл халăха таварпа, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Элĕк райповĕ сирĕн валли чăннипех хаклă парне хатĕрленĕ - çĕнетнĕ лавкка хăтлă, таварпа пуян. Унта халăх яланах тулли пуласса шанатăп. Сутуçăсене вара ялан ĕçчен те тарават пулма, тавар çаврăнăшне ÿстерсех пыма ырă сунатăп.

Юнтапа ял тăрăхĕн депутачĕ Николай Сергеев та, Муркаш районĕ¬¬нчи чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ Николай Ванеркин та /сăмах май, Элĕк райповĕн тахçантанпах ĕçлĕ партнерĕ/ çĕ¬¬нелнĕ лавкка ял аталанăвне ырă витĕм кÿрекен культура центрĕ пуласса шаннине пĕлтерчĕç. Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Ананьев, райпо Канашĕн пуçлăхне Юрий Харитонова, строительсене тав тунă май, ял çыннисене яваплă, тирпейлĕ пулмалли пирки каларĕ: «Пирĕн территорири кашни ялтах райпо лавкки пур, тавара ирĕклĕ суйламалли вара хальлĕхе Вырăс Сурăмра кăна, - терĕ вăл. - Малашне ыттисене те çакăн пек хăтлăх кĕртессе иккĕленместпĕр, мĕншĕн тесен Элĕк райповĕ ял çыннисен пурнăçне çăмăллатассишĕн хăйĕ¬нчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшать».

Вырăс Сурăм çыннисем те хăйсен шухăшне палăртрĕç. «Паян яла чĕрĕлÿ варкăшĕ килнине туйса илтĕм, - терĕ Валентин Соснин пенсионер. - Шкул та, клуб та хупăнчĕç, ытла та кичемччĕ. Халь ĕнтĕ лару-тăру лайăхланас шанчăк пур. Лавкка пирĕншĕн чăн-чăн çăлăнăç пулĕ. Тавара ирĕклĕ суйламалла туни уйрăмах меллĕ. Куçлăх тăхăнмасăрах кирек мĕнле тавар хакне те, хăçан кăларнине те вулама пулать. Паллах, лавккаран пушă алăпа тухас та килмĕ. Ял халăхĕ ячĕпе чĕререн тав тăватăп».

Лавкка умĕнчи хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте шала кĕчĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç, тавар туянчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх чи пĕрремĕшĕ - Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов. «Алли çăмăл пултăрччĕ», - терĕç сутуçăсем именерех. Урамра та халăх часах саланмарĕ-ха. Унта ятарлă суту-илÿ палаткисенче райпо партнерĕсем - «АККОНД», «Дубки» фирмăсем, Шупашкарти эрех завочĕ, Етĕрнери аш-какай комбиначĕ - хăйсен продукцийĕн дегустацине ирттерчĕç.

Çулталăк вĕçлениччен тата темиçе ялта юсаса çĕнетнĕ лавккасен алăкĕсем уçăлмалла. Райпо ертÿçисен чи пысăк ĕмĕчĕ - çывăх вăхăтра вырăнти экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие сутакан «Органика» лавкка тăвасси. Халăхшăн кирлĕ çак ĕçе Элĕк район администрацийĕ ырласса, ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пĕрле тăрăшасса шанаççĕ.Саха-Якутире те

кăмăллаççĕ.

Экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха продукци пирки сăмах хускатнă май Элĕкри пахча çимĕç комбинатне уйрăммăн палăртмалла. Кунта хатĕрлекен консервсемпе пылак шыва хамăр республикăра кăна мар, çĕр-шывĕпех пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, тăварланă, маринадланă хăяр-помидора, баклажан, кабачок хушнă ассортие, салатсене Тутарстанра питĕ килĕштереççĕ. Производство пуçлăхĕ Маргарита Иванова пĕлтернĕ тăрăх - унти ресторан-кафесем çак продукцие тÿрремĕнех саккас парса туянаççĕ. Вĕсене унăн пахалăхĕ те, виçене çирĕп пăхăнни те тивĕçтерет. Хăшĕсен вара урăхларах иккен: савăтра çимĕçĕнчен шывĕ ытларах. Çавна май шанчăклă партнерпа - Элĕкри пахча çимĕç комбиначĕпе - çыхăнăва çирĕплетсех пыраççĕ. Пылак продукцие нумай çул ĕнтĕ Саха-Якутие ăсатаççĕ. Унта Элĕкре тĕрлĕ улма-çырларан хатĕрленĕ варение, повидлăна, пан улми нимĕрне питĕ килĕштереççĕ. Консерв цехĕ хĕрĕх тĕрлĕ продукци кăларать, тĕпрен илсен, комбинатăн пахчинче çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе улма-çырларан. «Тепĕр сезон тĕлне складсем пушансах юлаççĕ, мĕн пур консерв сутăнса пĕтет, - тет Маргарита Яковлевна. - Хĕлле вара кишĕр, сухан, купăста, кăшман, борщ, купăста яшки пĕçермелли хутăшсем типĕтетпĕр. Вĕсене те саккас паракан чылай».

Цехри опытлă ĕçченсем тулли кăмăлпа тăрăшаççĕ. Вĕсене хăтлă условисем туса панă. Консерв цехне реконструкцилесе хальхи оборудовани вырнаçтарнă, шăпах сезон пуçланиччен, утă уйăхĕ тĕлне пĕтĕм ĕçе вĕçленĕ. Халĕ илемлĕ, çутă пÿлĕмсенче, çĕнĕ, хăватлă оборудованипе ĕçлеме чылай меллĕрех. Тухăç та икĕ хут ÿснĕ. Танлаштарса пăхас пулсан пĕлтĕрхи утă уйăхĕ¬¬нче вăтамран 70 пин банка консерв хатĕрленĕ, кăçал çак тапхăрта - 140 пин банка. Комбинатри çуртсене тул енчен те юсанă, территорие тирпей-илем кĕртнĕ, чечексем лартнă. Элĕк райповĕнче чăннипех мал ĕмĕтлĕ çынсем ĕçлени курăнать.

Çакна авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Элĕк районне пырсан республика Президенчĕ Михаил Игнатьев та асăрханă. Вăл пахча çимĕç комбиначĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă, консерв цехне модернизациленине ырланă. «Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие тирпейлеме, халăха нимĕнле консервант та хушман продукципе тивĕçтерме условисем туни паха, - тесе палăртнă вăл. - Тăван Чăваш Енре туса кăларнă продукци шанчăклă».

 



"Хыпар"
01 октября 2011
00:00
Поделиться
;