Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Усăллă ĕç турĕç

Тăван тавралăха тасалăхра тытасси – сăваплă та кирлĕ ĕç. Шыв-шур таврашĕсем те хăйсен хăтлăхĕпе илĕртмелле.

Юхан шывсемпе кÿлĕсене тасара тытасси кашнинчен килет. Çак чăнлăха тĕпе хурса Тавăт шкулне çÿрекен Кĕçĕн Тăван ачисем уроксем хыççăн В.В.Федоровăпа М.М.Степанова вĕрентекенсемпе пĕрле Измайлов пĕви патне тухрĕç. Вĕсем пĕве çыранĕсене çÿп-çапран, çум курăкран тасатрĕç. Ĕç кал-кал пычĕ. М.Софронова, М.Матьянова, И.Степанова, Р.Васильев, А.Матьянов, М.Васильев, А.Федорова ачасен ĕçĕпе ял старости И.Е.Измайлов та кăмăллă пулчĕ. «Эсир питĕ пархатарлă та кирлĕ ĕç тăватăр», – терĕ вăл.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 октября 2011
00:00
Поделиться
;