Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Художник ăнлантарнине ăшшăн йышăнчĕç

Элĕкри искусство шкулĕнчи художество уйрăмĕ иккĕмĕш çул ĕçлет. Паянхи куна илсен, кунта 24 ача пĕлÿ илет. Çамрăк художниксем живопиçе, ÿкерчĕксене, сăнарлă искусствăпа рисовани, композици никĕсĕсене тата компьютер графикине вĕренеççĕ. Кунта, паллах, шкул ачисем çырăнаççĕ. Кусем хăйсем курнине асамлă кăранташсемпе, краскăпа хут çинче кăтартасшăн. Çавна май ачасен тимлĕхĕ, пултарулăхĕ, кăштах романтики те кирлех. Çак ырă енсем художество уйрăмĕнче «çуралаççĕ» те.

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче искусство шкулĕнче пирĕн вĕренекенсем районти паллă художникпа Виталий Ивановпа тĕл пулчĕç. Виталий Владимирович «Оживление красок» темăпа мастер-класс ирттерме хаваспах килĕшрĕ. Ачасем художник ăнлантарнине, ÿкерсе кăтартнине ăшшăн йышăнчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 октября 2011
00:00
Поделиться
;