Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватăсем ватăлмаççĕ

Шăмат кун Вутланпа Татмăш ялĕсенче пурăнакан ватăсем вырăнти шкул столовăйне чылайăн пуçтарăнчĕç.Уяв ячĕпе чи малтанах Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов саламларĕ, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Унтан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков сăмах илчĕ. Вăл ветерансене ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ, ватă çынсен опычĕ çамрăксене ĕçчен пулма вĕрентессине шаннине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председаталĕ В.Дубинин ватăсем яшсемпе хĕрсене хăйсен пĕлĕвне панине, пуян опытпа ялан паллаштарнине асăнчĕ. «Ырлăх тата телей сире!», – терĕ вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, юлашки вăхăтра Вутлан тăрăхĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнине палăртса каларĕ.

Вутлан шкул директорĕ Т.Сергеева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.Ананьев ватăсене тулли те телейлĕ пурнăç сунчĕç. Никифоров фермер вара хастар ĕçченсене парнесем пачĕ.

Шкул ачисен концерчĕ ватăсене савăнăç кÿчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 октября 2011
00:00
Поделиться
;