Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр аллăмĕш ача çуралнă

Ача çурални – ашшĕ-амăшĕшĕн кăна мар чи пысăк телей, пĕтĕм обществăшăн мĕн тери савăнăç. Çут тĕнчене пепке килни хамăрăн патшалăха çирĕплетме тата обществăна аталантарма шанăçлăх парать.

Çак кунсенче Элĕк районĕнче 150-мĕш пепке Владимирпа Елена Федоровсен çемйинче çуралчĕ. Çав ятпа вĕсене ЗАГС пайĕн ертÿçи М.Николаева саламларĕ. Атмалкассинче пурăнакан Владимир Алексеевичпа Елена Григорьевнăн хĕр ача çуралнă, ăна Кристина ят панă.

Кристина – Федоровсен тăваттăмĕш ачи. Вĕсен тата икĕ чиперккепе пĕр ывăл пур. Халĕ,акă, тăваттăмĕш ача килнĕ те, ашшĕпе амăшĕ шутсăр телейлĕ те савăнăçлă, кунпа пĕрлех яваплăхĕ те пысăк. Мĕншĕн тесен ача мĕнле ÿсесси, унран çитĕнсен мĕнле çын пуласси пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕнчен килет.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 октября 2011
00:00
Поделиться
;