Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лартнă йывăç тымар ятăр

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 28-мĕшĕччен районта «Йывăç ларт та ăна пăхса ÿстер» акци иртет. Асăннă акцие ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, предприятисемпе организацисен коллективĕсем, шкулсем çулсеренех хастар хутшăнаççĕ.

Кĕçнерни кун Элĕкри культурăпа кану паркĕнче 132 тĕм лартнă. Ку ĕçе организацисенче ĕçлекенсем активлă хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 октября 2011
00:00
Поделиться
;