Тутлăхлă апат хатĕрлеççĕ
Иртенпех çумăр пĕрĕхет. Апла пулин те уйра техника сасси, автомашина кĕрлени илтĕнет.– Кĕрхи кунра уяр вăхăт сахал пулĕ, – сăмах хускатрĕ Владимир Александров.
Кукуруза массине турттарассишĕн яваплă «Новый путь» хуçалăхри водительсен пĕр ушкăнĕ. Владимир Александров, Валерий Арсентьев, Иван Васильев, Александр Александров куллен 15 рейсран кая мар тăваççĕ. Валерий Васильев вара КАМАЗпа тутлăхлă апата силос траншейине турттарать.
«Новый путь» хуçалăхăн Мăн Шĕвĕш, Чăваш Сурăм, Юлăш уйрăмĕсенче те кукуруза япăх мар ÿснĕ. Çу каçа вăхăтра тĕрлĕ удобренипе апатлантарнăран, çум курăксенчен имçамланăран масса япăх мар тухать.
Кукуруза çулакан «Полесье» комбайн штурвалне Лев Егоровпа Валерий Прокопьев улшăнса тытаççĕ. Ирхи сакăр сехетпе каçхи сакăр сехетчен черетленсе ĕçлеççĕ. «Техника чылай вăхăт ванса ларни пулман. Пĕчĕк кăлтăксене çийĕнчех сиретпĕр», – калаçăва хутшăнчĕ икĕ теçетке ытла тракторпа ĕçлекен Валерий Прокопьев.
Элĕкри «Сельхозхими» предприяти урлă килнĕ вăл кунта. Нумай çул ÿсекен курăксене çулас ĕçре те хастарлăх кăтартнă. Ăна халĕ симĕс массăна таптаса пусарма çирĕплетнĕ. Т-150 тракторĕпе Шĕвĕш ферми çумĕнчи силос траншейинче Александр Филипповпа (вăл ДТ-75 тракторпа-авт.) ĕçлет.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе валли апат хатĕрлекенсене вĕри апатпа тивĕçтерессине те йĕркеленĕ «Новый путь» хуçалăхра. Кăнтăрла тата каçхине тÿлевсĕрех çитереççĕ.