Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинкке» инçе çула тухнă

Красноярск тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ – Геннадий Храмов «Чÿклеме» уявĕнче хутшăнма чĕннĕрен Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Валинке» ансамбль ытлари кун çула тухрĕ. Коллектив ытти чăваш диаспорисемпе пĕрле ĕçлессипе пуян опыт пухнă. Оренбург, Ульяновск, Саратов, Пенза облаçĕсемпе, Пушкăрт, Тутар, Удмурт, Мари Эл республикисемпе пĕрле тĕрлĕ уявсене хутшăнма «Валинкке» ансамбль ялан кăмăл тăвать.

Красноярскран каялла таврăннă чухне Элĕксем Тюмень тата Екатеринбург хулисенчи чăвашсем умĕнче концерт кăтартĕç. Çапла майпа хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

«Валинке» ансамбле Красноярск тăрăхĕнчи уява кайса килме Чăваш Республикин культура министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата Элĕк район администрацийĕ укçа-тенкĕ енчен пулăшу кÿнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 октября 2011
00:00
Поделиться
;