Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Министра ĕç-хĕл кăсăклантарнă

Октябрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.В.Павлов Элĕк районĕнче пулнă.

Сергей Павлов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Л.А.Читнаевпа тата ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе А.И.Прохоровпа пĕрле çÿресе хăш-пĕр хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Министр визичĕ «Новый путь» хуçалăхран пуçланнă. Сергей Павлов Мăн Шĕвĕш ялĕнчи 200 пуç выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли вите тунă çĕрти строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Анатри Юлăш ялĕнче çĕнĕ ферма çуртне çĕклесси вĕçленсех пырать. Унта ĕне тума ÿстернисене 200 пуç усрама палăртнă. Объект çывăх вăхăтрах ĕçе каймалла.

В.Ивановăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улмие 116 гектар çинче ÿстернĕ. Кунта пухса кĕртмелли 50 гектар юлнă. Хальхи вăхăтра уйра 2 копалка тата 1 комбайн ĕçлеççĕ.

Сергей Павлов Йăлкăш шкулĕнчи вĕренекенсемпе педагогсене шкул çуртне уçнăранпа 20 çул çитнĕ ятпа саламланă, тĕслĕ принтер парнеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев вĕренекенсене кĕнекесен комплектне панă.

Ял хуçалăх министрĕ «Чăваш Енри ял хуçалăх продукчĕсем» общество уйĕсенче те пулнă. Кунта çĕр улми пухса кĕртессипе ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Тымар çимĕçе пуçтарма çывăхри ялсенчен 60 çын таранах хутшăнать.

С.П.Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми – 272 гектар. Ку хуçалăх çĕр улми туса илес енĕпе ĕçлекеннисенчен чи пысăкки.

Ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес ĕçсемпе паллашнă май, Сергей Павлов ертÿçĕсене çумăр çуман кашни кунра тухăçлăрах ĕçлеме, çынсен ресурсĕсемпе, ытти майсемпе те эффективлăрах усă курма чĕнсе каланă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 октября 2011
00:00
Поделиться
;