Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çуралакансем нумайланнă

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ иртнĕ уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетрĕ. Сентябрьте 18 пепке çут тĕнчене килнĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 4 ача нумайрах. Тин çеç çуралнисенчен 10-шĕ – хĕр ачасем, 8-шĕ – пулас йĕкĕтсем.

Авăн уйăхĕнче 8 çемьене пирвайхи ача килнĕ, 5 килте – иккĕмĕш ача, виçĕ çемьере – виççĕмĕш «кайăк», тăваттăмĕшпе çиччĕмĕш ачасем – пĕрер çемьере.

Леш тĕнчене каякансем чакнине палăртма кăмăллă. Акă, иртнĕ çулхи сентябрьте кун пирки 37 акт çырнăччĕ, кăçал – 24.

Иртнĕ уйăхра 17 мăшăр пĕрлешнĕ (пĕлтĕрхинчен 4 мăшăр нумайрах). Ытларах 25-35 çулсенчи арçынсем авланаççĕ, качча каяканнисем – 18-25 çултисем. Шел пулин те, 4 çемье арканнă (иртнĕ çулхинчен 2 çемье нумайрах). Ашшĕн ятне çирĕплетме 1 акт çырнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2011
00:00
Поделиться
;