Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç ветеранĕ ята илекенсем хушăнĕç

Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 40 çултан кая мар ĕçленĕ хĕрарăмсене тата ĕç стажĕ 45 çулпа танлашакан арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама пăхнă. Указ 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков саккунпа килĕшÿллĕн республикăри ĕç ветеранĕсен социаллă пулăшу – кашни уйăхра 980 тенкĕ укçа тÿлевĕ (шăл протезĕн хакĕн укçа компенсацине, çул çинче çÿренĕшĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен тÿлевĕн 50 процентне) – илме ирĕк пуррине каланă. Кунсăр пуçне ĕç ветеранĕсене çыхăну пулăшăвĕсен (телефон, радио, пĕрлехи телеантенна) хакĕн 50 проценчĕ чухлĕ укçа компенсацийĕ параççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2011
00:00
Поделиться
;