Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи пултаруллă педагогсене - грант

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕн гранчĕсене çĕнсе илессипе йĕркеленĕ конкурс иртнĕ. Нумаях пулмасть çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Акă вĕсем, конкурс çĕнтерÿçисем: Людмила Лебедева – Элĕк шкулĕнчи математика предметне вĕрентекен, хими учительници Алина Ивановăпа пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Никандрова та çак шкултанах. Ку шкулти пуçламăш классен вĕрентÿçи Галина Арсентьева та çĕнтерÿçĕсен йышĕнче.

Конкурсра çавăн пекех Тавăтри Б.Марков ячĕллĕ шкулти химипе биологи предмечĕн учительници Валентина Васильева, ку тăрăхри ача-пăча садĕнчи Лариса Петрова воспитатель, Йăлкăш шкулĕнчи географи учительници Олимпиада Семенова, Элĕкри вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Марина Данилова палăрнă.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев кашнине 10 пин тенкĕ илмелли свидетельство панă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2011
00:00
Поделиться
;