Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем шикленсе ÿкмен

Çак уйăхăн пуçламăшĕнче Шупашкарта ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» виççĕмĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Кунта Элĕкри ача-пăча искусствисен шкулĕнчи хореографи уйрăмĕнчи «Ладушки» ташă ушкăнĕ те хăйĕн талант шайне тĕрĕслеме шутланă. «Ладушкăсем» пĕрре çеç мар республикăри тата Пĕтĕм Раççейри, çавăн пекех тĕнче шайĕнчи конкурссемпе фестивальсенче çĕнтернĕ, лауреатсем пулса тăнă. Çамрăк тăшăçсем «Хореографи» (халăх ташши) номинацире «Атя, йĕкĕт, выляр-и» номерпе «Пикесем» чăваш ташшине кăтартнă. Çак номинацирех Мария Ефремова «Катеринушка» ташша ташланă.

Конкурса хутшăнакансем нумайăн пулнă: Мускав, Пенза, Чĕмпĕр, Хусан, Зеленодольск, Пермь хулисенчен. Республикăри районсенчи музыка шкулĕсемпе ташă студийĕсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Чăнах та, ял ачисене хуларисемпе тупăшма пĕрре те çăмăл мар. Апла пулин те элĕксем ним чухлĕ те шикленсе ÿкмен, тĕп хулари конкурсран виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа таврăннă. Мария Ефремова вара пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2011
00:00
Поделиться