Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Нумай ачаллисене – çĕр лаптăкĕсем

Чăваш Енри нумай ачаллă ытларах та ытларах çемьесем çĕр лаптăкĕсене савăнăçпах илнисем пулса тăраççĕ. Республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парасси çинчен саккуна пурнăçа кĕртессипе ĕçсем епле пыни пирки ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ.

– Светлана Александровна, юлашки хыпарсене пĕлес килет. Республикăра çĕр участокĕсене нумай ачаллисене парассипе миçе çемьене учета илнĕ-ха;

– Паянхи куна илсен, 1176 çемье шутра. Уйрăммăн илсен, пуринчен те ытларах çемьесене Шупашкар – 517 (учета илнĕ мĕн пур нумай ачаллă çемьесен 44 проценчĕ), Çĕнĕ Шупашкар – 112 (10 процент) хулисенче, çавăн пекех Шупашкар районĕнче 118 (10 процент) учета тăратнă.

Çĕр лаптăкĕсене пурăнмалли çурт-йĕр лартма 610 çемье (52 процент), килти хушма хуçалăха тытса пыма 393 çемье (33 процент), дача строительстви валли – 173 çемье (15 процент) заявлени панă.

– Çĕр участокĕсене вара миçе йĕркеленĕ-ха;

– Паян нумай ачаллă çемьесене валли çĕр участокĕсене 536 йĕркелесе кадастр учетне тăратнă.

– Светлана Александровна, хуласенче нумай ачаллă çемьесене пама çĕр çитмест, теççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ку лару-тăруран мĕнле тухаççĕ-ха;

– Чăнах та, хула округĕсенче, уйрăмах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çурт-йĕр çĕклемен пушă çĕр лаптăкĕсем çитмеççĕ. Çавна май хуласен администрацийĕсем, саккунлăх нормисемпе усă курса, муниципаллă районсен администрацийĕсемпе çыхăну вăйлатса, пĕр муниципаллă пĕрлешÿрен теприне тавăрса памалла мар пама, çапла вара нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр пама май тупаççĕ.

– Калăр-ха, ку таранччен миçе çемьене сертификат панă;

– Мĕнпур муниципаллă районсемпе хуласен округĕсен территорийĕсенчи нумай ачаллă 229 çемье тавăрса памалла мар çĕр лаптăкĕ илме сертификата тивĕçнĕ. Вĕсене 28,2 гектар лаптăк валли панă. Вăрнар районĕнче 47 çемье, Шупашкар хулинче – 26, Çĕнĕ Шупашкарта – 23, Шупашкар районĕнче 26 çемье çĕр лаптăкĕ илнĕ.

– Пирĕн республика Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсем хушшинче епле курăнать-ха; Раççейĕн пур регионĕсенче те нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем параççĕ-и;

– Çакна палăртатăп, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, çавнашкал нормативлă право акчĕсене Раççей Федерацийĕн 51 субъектĕнче туса хатĕрленĕ. 2011 çулта пирĕн çĕр-шывра çĕр лаптăкĕсемпе нумай ачаллă 2700 ытла çемьене тивĕçтернĕ. Çав шутран 500-шĕ ытла – Атăл тăрăхĕнчи федераллă округран.

Пĕтĕм сертификатсен 39 проценчĕ – Чăваш Республикин тÿпи.

– Юлашкинчен эсир пирĕн Элĕк районĕ пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Нумай ачаллă çемьесем 301 шутланаççĕ. Çĕр лаптăкĕ илме 20 çемьене учета тăратнă. Вĕсене тивĕçлĕ сертификатсем панă та ĕнтĕ. Нумай ачаллă çемьесене валли 12 çĕр участокĕ йĕркеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2011
00:00
Поделиться
;