Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй хирте пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ

«Чăваш Енри ял хуçалăх продукчĕсем» обществăра «иккĕмĕш çăкăра» лартса хăварнипех лăпланман-ха. Ăна агротехникăна пăхăнса пăхса ÿстерессипе çăвĕпех вăй хунă. – Март уйăхĕнчех ĕçе тытăнтăмăр, – кăмăлтан калаçрĕ Людмила Давыдова.

Вăл ĕçе Лупашка ялĕнчен çÿрет. Хăй вăхăтĕнче Крымсарайкка шкулĕнче вăй хунă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ халĕ çĕр ĕçĕнче вăй-халне шеллемест. Алевтина Алексеева, Алевтина Михайлова, Ольга Терентьева, Раиса Егорова, Светлана Иванова, Глафира Венияминова, Лев Егоров, Геннадий Иванов пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Кусем – Хурăнсур тата Лупашка ялĕсенче пурăнакансем.

80 гектар çинчи лаптăкран гектартан 180 – 200 центнертан кая мар çĕр улми тухать. Ăна пухса кĕртессипе халĕ ĕçсем анлă сарăлнă. Юлашки гектарсем çинче ĕç вĕресе кăна тăрать. Дмитрий Архипов механизатор копалкăна яра куна тухăçлă ĕçлеттерет. Çĕр улмие хыççăнах пухассине йĕркеленĕ. Ку ĕçе хĕрĕх-утмăл çын таранах хутшăнать.

Ĕçшĕн лайăх тÿлеççĕ, кулленех 400-шер тенкĕ параççĕ. Уйра ĕçлекенсене тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Алена Гордеева, Наталия Семкина вара чăн-чăн поварсем пекех, апата тутлă пĕçереççĕ.

Çĕр улмине хранилищĕсене турттарнă çĕрте Арнольд Петров, Владимир Гаврилов тăрăшуллă. Вăрлăха çителĕклех хывса хăварнă. Çитес çул çĕр улми лаптăкне 100 гектартан ирттерме çирĕп тĕллев лартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2011
00:00
Поделиться