Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк боксерсен вăй-халĕ пур

Нумаях пулмасть Çĕрпÿ хулинче ĕçпе вăрçă тата спорт ветеранне М.Краснова халалласа боксерсен турнирĕ иртнĕ. Унта Элĕксем те хутшăннă. Виçĕ куна пынă кĕрешÿре кашни ăсталăхпа палăрма тăрăшнă. Элĕкри физкультурăпа спорт комплексĕнчи бокс секцине çÿрекен Е.Петров, С.Озеров, К.Филиппов тĕрлĕ виçесенче иккĕмĕш вырăн йышăннă. К.Григорьевпа А.Ермаков тата В.Андреев виççĕмĕш вырăна тухнă. Вĕсене медальсемпе чысланă.

Çамрăк боксерсене Çĕрпÿ хулине кайса килме вара Юнтапа шкул дирекцийĕ автобуспа тивĕçтернĕ. Çакна палăртмалла: Элĕк боксерĕсем кăçал та чылай ăмăртура малти вырăнсене йышăнаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2011
00:00
Поделиться
;