Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç

Çуллахи каникул хыççăн çулланнă çынсен шкулĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ватăсем, яланхи пекех, Элĕкри тĕп библиотекăри вулав залне пухăнчĕç. Пĕрремĕш занятие ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалларĕç.

Çĕр-шыври кашни çын ялта хатĕрленĕ продукцисемпе усă курать. Çулланнисен шкулне çÿрекенсем шăпах ял хуçалăх ĕçченĕсем. Çавăнпа та вĕсем хăш-пĕр килти хуçалăхсене çитсе курчĕç. Р.Е.Судакова хăйĕн хуçалăхĕнче пĕр пăт таякан мăн хăяр çитĕнтернĕ. К.П.Степанова çĕр улмирен пысăк тухăç илнĕ, Л.Я.Удяковăн купăста, сухан, Л.Галкинан кишĕр, Р.К.Андрееван кабачки хÿхĕм ÿснĕ.

Пĕрремĕш занятие РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри филиалĕн специалисчĕ Н.Е.Прохорова хутшăнчĕ. Вăл пухăннисене пахча-çимĕçсене, çĕр улмие упрасси пирки ырă сĕнÿсем пачĕ. Надежда Ефимовна хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли «ФАС» препарат пирки интереслĕ каласа пачĕ.

Шкула çÿрекенсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Çимĕçсемпе хăналанчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2011
00:00
Поделиться
;