Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Р.М.Лизакова: «Пурнăçра та, культурăра та вăхăтлăх тата инçет чиккисем çук»

Этем япаласен тĕнчинче çеç пурăнмасть. Пуриншĕн те чи кирли – ăс-хакăлпа чун-чĕре аталанăвĕ, культура пуянлăхĕ. Кунта професси ăсталăхĕ те, илемлĕх пултарулăхĕ те, литература та, музейсем те, пичетпе информаци хатĕрĕсем те, канăва йĕркелени те кĕреççĕ.Хамăр республикăри культура отраслĕнчи çитĕнÿсем çинчен ЧР культурин, национальноçсен, информаци политикипе архив ĕçĕсен министрĕ Роза Лизакова каласа парать.

– Роза Михайловна, ял культури хăйне уйрăм ăнлану теме пулать-и е çапла калани ытлашширех те пулать-ши;

– Ку чухнехи обществăна хула тата ял çыннисем çине пайлани – тĕрĕс мар. Çавăн пекех хула тата ял культури пирки уйăрса калани килĕшÿсĕр. Вăхăт ялпа хула чиккисене хăех сирет, халĕ ĕнтĕ тĕнче, Раççей культурисемпе çывăхланма нимĕнле чăрмав та çук. Çавăнпа та республикăри культура программисене отрасльсем енĕпе мар, территори принципĕсемпе хатĕрленĕ. Акă театрсене аталантарасси çинчен калас пулсан, эпир профессионалсен театрĕсемпе пĕрлех ял тата хăйне уйрăм театр ушкăнĕсен пуласлăхĕ пирки те шухăшлатпăр.

2007 çулта ЧР Президенчĕ культурăпа кану учрежденийĕсене модернизацилесси çинчен Указ кăларчĕ. Ăна пурнăçласси – пирĕн тивĕç. Хăш-пĕр пĕтĕмлетÿсем тума та юрать. 2007-2010 çулсенче 46 клуб учрежденине юсаса çĕнетнĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем валли 600-е яхăн сцена костюмĕ çĕленĕ. Юсаса çĕнетнĕ кашни клуба «сцена çи пуçĕпе» тивĕçтернĕ: илемлетсе хатĕрленĕ хитре чаршавсем, компьютер, видеокурав хатĕрĕсем. Кăçал та Комсомольски районĕнчи Урмай ялĕнчи культурăпа социаллă центр тата Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи Çамрăксен çурчĕ çакăн пек хаклă япаласемпе пуянланчĕç.

Культурăна аталантармалли программăна пурнăçласа, юлашки 4 çулта мĕн-пур çăл куçсенчен килекен 199 миллион тенкĕпе усă курнă. Кăçал культурăпа кану учрежденийĕсене тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçана ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе пĕрле татах 30 культурăпа кану учрежденине тĕпрен юсамалла пулать.

Пирĕн театрсемпе концерт ушкăнĕсем çулсеренех концертсемпе тата спектакльсемпе ялсене тухса çÿреççĕ. 2008 çулта сцена ăстисемпе пултарулăх ушкăнĕсем ялсенче 632 хутчен пулнă, 2009 çулта – 672, 2010 çулта – 910 хут. Çакăнта, паллах, вырăнти культурăпа кану центрĕсене çĕнетни пулăшать, шăпах вĕсенче хушма сцена лаптăкĕсене йĕркелеççĕ вĕт-ха.

– Тин кăна Чăваш Енре çамрăк библиотекарьсен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртрĕ. Мĕншĕн-ха çакна валли шăпах пирĕн республикăна суйласа илнĕ;

– Ку вăл пĕртте ахальтен мар. Чăваш Ен вулавăшсемпе тахçантанпах ăнăçлă ĕçлет, регионта яланах малта пырать. Ялсенчи библиотекăсене çĕнетесси – питĕ уçăмлă, малашлăхлă проект. Пирĕн республикăра çĕнĕлле йĕркеленĕ 500 ытла вулавăш ĕçлет. Ку енĕпе эпир – Раççейре пуринчен малтисем.

Çакна палăртассăм килет: ялти вулавăшсен çурчĕсем çĕнелсе хитреленчĕç, вĕсем вулакансене хăйсем патне илĕртеççĕ, тĕрлĕрен хаçат-журнал, литература вулама сĕнеççĕ, аудио-видео кассетăсем, компакт-дисксем, электронлă кĕнекесем пур, Интернетпа çыхăнма пулать. Вулавăшсем çавăн пекех тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене компьютерпа ĕçлеме те хăнăхтараççĕ.

– Роза Михайловна, вырăнта халăх пултарулăх ĕçне еплерех йĕркелени çинчен кĕскен те пулин каласа парсамăр.

– Хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе, юрăçă-ташăçăсемпе эпир Раççейре чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Паянхи кун культурăпа кану учрежденийĕсенче 6 пин ытла пултарулăх пĕрлешĕвĕ ĕçлет, вĕсенче 83,5 пин ытла çын шутланать.

– Интернет хăватлă вăй илчĕ те, ачасен искусство шкулĕсене япăх витĕм памасть-ши çакă;

– Унашкал каламан пулăттăм. Чăваш Енре халĕ ачасемпе çамрăксен 46 искусство шкулĕ ĕçлет. 2006 çултанпа ку шкулсене вĕренме çÿрекенсен йышĕ 13 процент ÿсрĕ, Раççейпе çак кăтарту – 12 процент, Атăлçи федераци округĕнче – 10 процент. Паянхи кун республикăри кашни улттăмĕш ача вăтам шкула çÿренипе пĕрлех искусство шкулĕсенче тĕрлĕрен хайлавсем ăсталама хăнăхать.

– Сирĕн Министерство пичет ыйтăвĕсемпе те ĕçлет. Мĕнлерех пурăнаççĕ-ха паянхи вăхăтра район хаçачĕсем;

– Раççейри чылай регионсемпе шутласан, Чăваш Ен район хаçачĕсене пурне те кăларса-пичетлесе тăрать. Пуринчен малтан, çакна укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çăмăл мар тапхăртах республика ертÿçисем район хаçачĕсене пулăшма май тупни тесе шутлатăп. Район хаçатне пурте юратса вулаççĕ, шанаççĕ, вăл – пуриншĕн те çывăх хаçат. Район хаçачĕ ку тăрăхри лару-тăрăва вăхăтра çутатса парать, усăллă сĕнÿ-канашсемпе пулăшать. Çавăнпах ĕнтĕ элĕксем хăйсен хаçатне кăмăлласах çырăнаççĕ.

– Пĕр-ик сăмах – радиовещани çинчен.

– Чăваш Енре наци радиовĕ икĕ çул ытла ĕçлет, анчахрах кăна наци телевиденийĕн тест хыпарĕсене йĕркелерĕмĕр. Хальлĕхе ку передачăсем Шупашкарпа республикăри хăш-пĕр хуласене кăна çитеççĕ-ха. Цифрăсемлĕ телевидение хута ярсан (2013 çул тĕлнелле) программăсем пĕтĕм Чăваш Енĕпех сарăлма тытăнĕç. Çапла вара телеэкрансем çине тахçантанпах кĕтнĕ ача-пăча «мультикĕсем»те, вĕренÿ, спорт программисем те, хамăр юратнă концертсемпе спектакльсем те, видеофильмсем те тухĕç. Передачăсем чăвашла та, вырăсла та пулаççĕ.

– Архив (документсем) пирки мĕн каланă пулăттăр-ши;

– Культурăпа искусство учрежденийĕсем фондсене цифрăлассипе ĕçлеççĕ. «Чăваш Ен культурин еткерлĕхĕ» çĕнĕ портал уçнă, унта 1500 страница вырнаçтарнă, портала уйăхсерен 1000 яхăн çын кĕрет. Архивсем документсене пухсах пыраççĕ, кунта вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ компьютерсен технологийĕсене ĕçе кĕртеççĕ. Электронлă çырусен хисепĕ 2010 çулта, унчченхи çулхипе танлаштарсан 11 процент ÿснĕ, вулавăшсенче 2 миллион та 723 пин вулав çырăвĕ тунă. Музейсене 111,2 япала (предмет) кĕртсе çырни çинчен архив хучĕ хатĕрленĕ.

Каларăм ĕнтĕ, пирĕн пирвайхи тĕллев – çынсене театрсене, искусство учрежденийĕсене, клубсемпе культура учрежденийĕсене çÿреме лайăх майсем туса парасси, пултарулăха аталантарасси.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2011
00:00
Поделиться
;