Фермер пыл хурчĕ ĕрчетет
Пурнăç çулĕ пурин те пĕрешкел пулаймĕ. Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Николай Кондратьевăн вара хăйне май уйрăмлăхсем те пур. Вăл шкул саккинчен аннипе пĕрлех аякка иленнĕ. Шупашкарти агрегат заводне кайса кĕнĕ. Кунта вырнаçнă хыççăнах каччăн ят тухнă. Ăна салтак çулĕ Инçет Хĕвелтухăçне – Владивостока илсе çитерет. Лăпкă океанри Тинĕс-Çар флотĕнче виçĕ çул ирттерет яш.Николай служба хыççăн тăван килне çитсе тĕпленме шутламан-ха. «Лăпкă океанăн асамлăхĕ илĕртрĕ мана», – тет вăл. Пулă тирпейлекен карап çинче вун пилĕк çул ĕçлет. Ашшĕпе амăшĕ Тихон Кондратьевичпа Римма Александровна чĕннипе вара пĕртен-пĕр ывăл тăван килнех таврăнать. Николай Тихонович Свердлов ячĕллĕ хуçалăх ĕçне кÿлĕнет. Юлашки вăхăтра вăл çĕнĕлле ĕçлеме пуçланă, хурт-хăмăр ĕрчетессипе хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесе янă. Эпир ăна предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр.
– Николай Тихонович, хурт-хăмăр ĕрчетесси сирĕншĕн çĕнĕлĕх мар-и; Хăвăрăн ку енĕпе малтанах туртăм пулнă-и;
– Пыл хурчĕсем тытасси пирĕн çемьешĕн, йăх-несĕлшĕн паллă вырăн йышăннă. Çак çăмăлах мар ĕç ăруран ăрăва куçса пынă. Манăн асатте, Кондратий Иванович Иванов, ку енĕпе ял-йышра уйрăмах палăрнă. Вăл хăйĕн утарĕнче вĕллесен йышне ÿстерсех пынă, пылне те чылаях илме пултарнă. Аттепе анне ăна пулăшнă. Мана та килĕшме пуçларĕ хурт-хăмăрпа аппаланасси.
– Бизнес енĕпе вăй хурасси вара мĕнрен пуçланчĕ-ха;
– Пĕр вăхăт ĕç вырăнĕсĕр юлтăм. Çавна май Вăрнарти ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центрăн Элĕкри уйрăмне çитрĕм. Мана кунта кăмăлпах йышăнчĕç. Уйрăм предприниматель пулса ĕçлеме сĕнÿ пачĕç. Эпĕ вара хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕç-хĕл йĕркелесе яма шутларăм.
– Ĕçе вырнаçтаракан центрта пулăшу парасси пирки те каларĕç пулĕ-ха.
– Çапла, çĕнĕлле ĕçе пуçарса йĕркелекене укçа-тенкĕ уйăрса парасси çинчен пĕлтерсен пушшех те хăпартлантăм. Кунти специалистсем хушнипе, вĕрентнипе тимлесех бизнес-план хатĕрлерĕм. Унта пыл продукчĕсене туса илессипе тата реализацилессипе тĕллевсене уçăмлăн палăртрăм. Çав документпа килĕшÿллĕн 2010 çулхи майăн 19-мĕшĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи пулса тăтăм, тавăрса памалла мар 58800 тенкĕ субсидие те тивĕçрĕм.
– Центр уйăрса панă укçапа усă курса, ĕçе мĕнрен пуçларăр-ха;
– Малтанах пыл хурчĕсен 15 çемйине тата вĕсене валли оборудовани туянтăм. Утар тавра карта тытнă. Пыл хурчĕсене хĕллехи тапхăрта усрама омшанник тунă. Бизнес-планра пыл хурчĕсен çемйине çулталăкра 20-е çитерме палăртнăччĕ. Умри тĕллеве ирттерсе пурнăçларăм, вĕллесен шутне чылай хушма май килчĕ.
– Николай Тихонович, пыл мĕн чухлĕ илни, тупăш çинчен те калăр-ха.
– Пĕлтĕр, çанталăк типĕ килнĕ çул, утар тупăш кÿреймерĕ. Кăçалхи кăтартусем чылай лайăхрах. Кашни çемьерен
– Пыла сутассипе, вырнаçтарассипе йывăрлăхсем пур-и;
– Пыл сутассипе хаçатра реклама пани те пулăшать. Çапла вара ăна хула пасарĕнче те реализацилеме пулать. Унсăр пуçне пыл илесшĕн кÿршĕсем, тус-юлташсем, паллакансем те сахалах мар-ха.
– Николай Тихонович, пыл хурчĕн «ферминче» ĕç вăйĕ çитет-и;
– Тĕрĕссипе каласан, 40-60 таран вĕллене пĕр çынах пăхса тăма пултарать. Пытармастăп, ансатах мар ĕçре мана анне – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Римма Александровна Кондратьева пулăшать. Тавăрса памалла мар субсиди вара пысăк пулăшу вырăннех пулчĕ пирĕншĕн.