Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăхпа тĕл пулчĕç

Информаци кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев Тени ял тăрăхĕнче пулчĕç.Чи малтанах информаци ушкăнĕ Тени шкулĕн ĕç коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕ. Владимир Петрович Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев октябрь пуçламăшĕнче «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен» Указа алă пусни çинчен пĕлтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çултан, арçынсен 45 çултан кая пулмалла мар. «Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе çамрăк çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указ вара çамрăк çемьесене пулăшĕ. Çитес виçĕ çулта 6500 çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парĕç. 2012 çулта газпа çутă тата ăшă хакĕсем июлĕн 1-мĕшĕнчен çеç ÿсĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков çавăн пекех республикăра пурăнакансене хушма социаллă пулăшу кÿмелли мерăсем çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Халĕ çĕр улми уйĕсенче 800 çын ĕçлет. Районти организацисемпе учрежденисен ĕçченĕсем те хуçалăхсене пулăшу параççĕ.

Информаци ушкăнĕ В.Узянов фермер патĕнче тата «Алмаз» обществăра пулчĕ, вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 октября 2011
00:00
Поделиться
;