Шĕмшешсем çĕнĕ хваттере куçĕç
Шĕмшеш салинче 18 хваттерлĕ пурăнмалли çурта юсаса çĕнетеççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Филимонов каланă тăрăх, ку ĕçсем çывăх вăхăтрах – чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.
Ку яваплă объектра канализаци хывнă та ĕнтĕ, çурт патне пырса кĕмелли çулсене тăвассипе тата тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеççĕ, отделочниксем фасадра тăрăшаççĕ. Хваттерсенче сантехника хатĕрĕсене вырнаçтараççĕ. Фасадри газ пăрăхĕсене касса газ кĕртмелле пулать. Виççĕмĕш подъездри хваттерсем пурăнакансене йышăнма хатĕр, халĕ иккĕмĕш подъездра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Сăмах май, «Пурне те тивĕçлĕ тата хăтлă çурт-йĕр – Раççей гражданĕсене» наци проектне пурнăçласа районта кăрлач-авăн уйăхĕсенче мĕнпур укçа-тенкĕ çăлкуçĕсемпе усă курса 11890 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ку вăл, пĕлтĕрхи тăхăр уйăхрипе танлаштарсан, 105,7 процент пулать.