Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Трактор ăсталать, кил-çурта та илемлетет

Каскаламасăр калăп та пулмасть тени тĕрĕсех çав. Хăяккăн выртакана хăйма лекмест тенĕ каларăшпа та килĕшмелле. Çаксене тĕпе хурса пурăнсан пурнăç та ăнса пырать. Пÿрт çĕкленет, выльăх-чĕрлĕх пуçĕ ÿсет, чуна килĕшекен ĕç те савăнтарать. Ачи-пăчи çителĕклĕхре ÿснине нимĕн те çитеймест. Юратнă мăшăр çумра пулсан вара çемье чăннипех те тулли, кăмăл та çĕкленÿллĕ.Çапла пурăнать Сурăмпуç Мучикассинчи Терентьевсен çемйи. Кунта кашниех хăйĕн ĕçĕпе тĕлĕнтерет тесен те йăнăш пулмĕ. Валерий Михайлович трактор ăсталассипе палăрать. Унăн амăшĕ пыл хурчĕсемпе аппаланать. Мĕн качча килнĕренпех хуртсем ĕрчетет. Малтанах мăшăрĕпе иккĕшĕ ĕçленĕ, халĕ пĕчченех тимлет хуртсем патĕнче. Ывăлĕ те кирлĕ чух пулăшать. Валерийĕн ашшĕ, шел пулин те, тăватă çул каялла ĕмĕрлĕхех çывăх çыннисенчен уйрăлнă.

Валерий Терентьев ачаранпах техникăна юратнă. Мĕн пĕчĕкрен велосипедсене тата мотоциклсене хăйне май маçтăрланă, илемлетнĕ. Кайран пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн машина çине куçнă. Ашшĕпе амăшĕ ывăлне ятарласа «Запорожец» автомашина илсе панă. Валерий ĕçлемен техникăна юсавлă тунă. Кирлĕ детальсене çынран тупнă, çуккине вара укçаллах илме тăрăшнă.

Хальхи вăхăтра Валерий Михайлович хăй тĕллĕн трактор пухать. Темиçе çул ку ĕçре аппаланать. Чи пĕрремĕш трактора вăл икĕ çул каялла тунă. Пĕлтĕр хулана республикăри конкурса илсе кайнă. Унта вăл 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Унччен мотоцикл моторĕсемпе усă курса тăватă урапаллă машина хатĕрленĕ.

Камран куçнă-ши çакăн пек пултарулăх Валерие; Паллах, амăшĕнчен. Вăл та кил-хуçалăхра темĕн тума та пĕлет. Пушă вăхăта ахаль телевизор умĕнче сая ямасть. Кофтăсем, тутăрсем çыхать, алсиш-нускине мĕнлерех илемлетет. Тĕрлес ăсталăхне те çамрăкранпах туптать ватă. Валерирен вара тĕлĕнет. «Мĕнле чăтăмлăх çитет-ши унăн;» – тет ывăлĕ пирки пилĕк ачана тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă амăшĕ.

Валерий мĕн каç пуличчен е çĕрлечченех гаражра ĕçлет. «Юратнă ĕç кăмăла çĕклентерет», – тет вăл. Кил умĕнчи карта тăррисене те арçын пĕччен тимĕртен эрешлесе тунă.

Ĕçе – пуçăнасси, пуçăнсан – каять вара çынни кахал мар пулсан. Ыйхă та вĕçет, паллах, вăхăт та кĕскелет. В.Терентьев килĕнче пурне те хăй аллипе тунă. Акă пÿрте кĕмелли алăкĕ патне çитетĕн те унăн ăсталăхне куратăн. Урайне плитка сарнă, кил картинчен стенапа уйăрнă коридор пек, питĕ илемлĕ, çутă, тирпейлĕ. Пÿртре тата мĕнлерех... Кухньăна, зала е пÿлĕмсене кĕретĕн-и, коридора тухатăн-и – пур çĕрте те мĕн пур ĕçе пысăк пултарулăхпа кăна мар, чун-чĕре туйăмĕпе, ÿнер çынни ăсталăхĕпе пурнăçлани сисĕнет. Чăн та, Терентьевсен кил таврашне кĕрсен шухăш çавăрса илет: «Ылтăн алăпа тунине мĕн çитет;»

Гаражне, Валерий Михайловичăн яланхи ĕç вырăнне, кĕретĕн те, тĕлĕнетĕн: кунта мĕн чухлĕ техника хатĕрĕ, запас пайĕ. Вĕсене пуçтарса ятарлă çÿлĕксене вырнаçтарнă. Гаража ăшă та кĕртнĕ. Хăй аллипех маçтăрласа илемлетнĕ ĕçсене те курма пулать. Гаражăн алăкне те ятарлă кнопка çине пусса уçса хупмалла тунă.Эрех ĕçмест, ĕçчен, пултаруллă, талантлă çын вăл. Тепĕр маçтăртан та ирттерет.

Валерий Крымсарайккă шкулĕнче тăхăр класс вĕреннĕ. Ун хыççăн Нурăсри училищĕре пĕлĕвне ÿстернĕ. Пĕтĕм йывăр профессине туптанă темелле. Вăл тракторист та, слесарь те, платник те, комбайнер та, тата ытти те. Шăпа ăна виçĕ çул каялла иккĕмĕш хут авланмалла тунă. Халĕ килĕнче иккĕмĕш арăмĕпе, ачисемпе тата амăшĕпе пурăнать. Валерийпе мăшăрĕн икĕ ача. Лариса Элĕкре соцстрахра ĕçлет. Асли Артем виççĕмĕш класа каять. Пĕчĕк ачине пăхма вара Валерин амăшне шанаççĕ.

Терентьевсен ултă гектар çĕр те пур. Унта ĕçлесе ĕлкĕрейменнипе вырăнти фермера арендăна параççĕ.

Тĕрлĕ енлĕ ăстаçă тепĕр трактор ăсталама пуçланă. Конкурса тăратнине вара çынсем тÿрех куç хывнă, çийĕнчех туяннă. «Халĕ пачах çĕнĕлле тăватăп, – тет кил хуçи арçынĕ. – Малтанхинчен пысăкрах пулĕ».

Çапла кунсерен гаражран тухма пĕлмест арçын. Килте е ытти çĕрте йăванса выртакан тимĕртен мĕн те пулин хĕртсе тăвать.

– Ĕçлеме пĕлсен, ÿркенмесен, яланах тупăш тума пулать», – тет вăтăр çичĕ çулти маçтăр


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 октября 2011
00:00
Поделиться
;