Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр улмие çăлса хăварасшăн

Районти хуçалăхсенче кăçал çĕр улмие 1315 гектар çинче пăхса ÿстернĕ. Час-часах çумăр çунине пула ăна пухса кĕртесси йывăррăн пырать. Апла пулин те çĕр улмие, пахча çимĕçсене çăлса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» ку таранччен 1126 гектар (85 процент) пухса кĕртнĕ.

«Правда», «Звезда» хуçалăхсенче çĕр улми кăларса пĕтернĕ. «Алмаз» обществăра та ку ĕç вĕçленсе пырать. «Журавлев», «Исаев», «Возрождение», В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче хĕрÿ ĕç шавĕ вĕçленмен-ха.

Çĕр улми тухăçĕ вăтамран 180-200 центнерпа танлашать. Ăна пухса кĕртнĕ çĕре 7 комбайн, 15-18 копалка хутшăнаççĕ. «Иккĕмĕш ĕççинче» район администрацийĕнче, организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем те активлăх кăтартаççĕ. Çĕр улми кăларнă çĕрте ĕçлекенсене уйра вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ, укçине те çийĕнчех параççĕ. Тĕп тĕллев: мĕн пур лаптăк çинчи çĕр улмие хăвăртрах кăларса пĕтересси.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 октября 2011
00:00
Поделиться